«Чӑваш Енре кӗркунне урӑлтаркӑч хута каймалла», - тенĕ Олег Николаев

Чӑваш Енре кӑҫалхи кӗркунне урӑлтаркӑч уҫӑлӗ. Кун пирки Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев пӗлтернӗ.

Шупашкарта урӑлтаркӑч уҫас ыйтӑва пӗлтӗр тӗрлӗ ларура пӗрмаях сӳтсе явнӑ. Вӗсене Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин ӗҫченӗсем, ытти ведомствӑпа министерствӑра тӑрӑшакансем хутшӑннӑ.

Паянхи куна илсен урӑлтаркӑч хӑш тӗлте пуласси татӑклӑн паллӑ мар-ха, ӑна каярах пĕлĕпĕр.

Аса илтерер: хӑй вӑхӑтӗнче урӑлтаркӑчсене хупса пӗтернӗччӗ. 2021 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнченпе 464-мӗш номерлӗ федераци саккунӗ вӑя кӗчӗ. Эрех ӗҫсе ӳсӗрӗлнӗ е наркотикпа е ытти ҫавӑн пек япалапа минренисене пулӑшма урӑлтаркӑчсем уҫмалла.



29 марта 2023
19:33

Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter