Гуманитари пулăшăвне ăсатрĕç

Ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксене пулăшас, хавхалантарас тĕллевпе Чăваш Енрен черетлĕ гуманитари пулăшăвĕ ăсатрĕç. Ыр кăмăллăх пуçарăвне республикăри сывлăх сыхлавĕн министерстви, хула администрацийĕ, «Пĕрле» фонд, «Элара» предприяти хутшăннă.

УАЗсем, «Соболь», «Нива» автомобильсем, çавăн пекех ятарлă техника, сĕрмелли, çунтармалли хутăшсем, квадрокоптерсем, апат-çимĕç – тем те пур кунта. Вĕсене тăватă фурăна тиесе вырнаçтарнă.

АЛЕКСАНДР СТЕПАНОВ: «Ентешсем пире яланах лайăх кĕтсе илеççĕ, хаваслă. Кăмăлĕсем çĕкленеççĕ вĕсен. Гуманитари пулăшăвĕсĕр пуçне ӳкерчĕксем, çырусем илсе каятпăр. Вăл вĕсен туйăмĕсене питĕ çĕклет».

Хальхинче пĕрремĕш хут пысăк калăпăшпа хăма, пĕрене ăсатнă – 25 кубла метра яхăн. Вĕсене Йĕпреç тата Етĕрне тăрăхĕнчи вăрман лаптăкĕсенчен касса хатĕрленĕ. Шупашкар тăрăхĕнчи усламçă Дмитрий Скворцов тӳпи пысăк çак сăваплă ĕçре. Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев пуçарнă «Пĕрле» ыр кăмăллăх фондне ытти усламçăсем, хастарсем те пысăк пулăшу кӳнине палăртмалла.

– Паллах, эпир çакăн пек пулăшса пыни çар çыннисене кирлĕ. Унта çĕнĕ хӳтĕлев чиккисем тумалла. Çавна валли тĕрлĕ енлĕ материалсем кирлĕ. Паян эир пиломатериал тата тĕрлĕ енлĕ инструмент, экскаватор та. Ĕçе хăвăртрах тума май парĕ. Канаш, Çĕрпӳ тăрăхĕнчи прихутсене çӳрекенсем сăваплă çак ĕçрен айккинче юлман.

АЛЕКСАНДР СИДОРОВ: «Эпĕ вĕсене Турă сăмахĕпе пулăшас тесе шутларăм. Чи малтан кĕлĕпе пĕрле вĕсем ыйтнипе буханка илме шутларăмăр. Паллах, нумайăшĕ пулăшрĕç. Эдуард Яковлев çак УАЗика пама май килчĕ. УАЗика тӳрлетме Федоров Анатолий Чурачики «Воддорстрой» пулăшрĕç.

Ятарлă çар операцине ăсатнă гуманитарлă пулăшу çак кунсенче палăртнă вырăна çитет.



НТРК
29 марта 2023
08:08
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter