Наци проекчĕпе пăхса хунă мероприятисем республикăра кăçал малалла пурнăçланĕç

Паян Чăваш Республикин Сывлăх сыхлав министерствин коллегийĕ анлă ларăва пухăнчĕ. Ку тытăмра вăй хуракансем пĕлтĕрхи ĕç-хĕлне пĕтĕмлетсе кăçал пурнăçламалли тĕллевсене палăртрĕç.

Ларăва уçнă май Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев 2022 çулта тухтăрсем тăрăшнипе çын вилес кăтартăва 22,9 процент чухлĕ чакарма, ку кăтартăва пандемичченхи шая çитерме май килнине каларĕ. Çапла вăтам пурнăç тăршшĕ 2,5 çул таран ӳснĕ, 72,5 çулпа танлашнă.

— «Земство тухтăрĕ» тата ытти тĕрев мелĕсемпе усă курса пĕлтĕр ял-сала тăрăхне 200 яхăн çамрăк специалиста яма май килчĕ. Апла пулин те муниципалитетсене тухса çӳренĕ май тухтăрсем, медицина сестрисем, фельдшерсем çитменни палăрать. Çынсем те специалистсем патне черет тăма тивнине калаççĕ. Çак ыйтусене комплекслă майпа çывăх вăхăтра татса пама тăрăшăпăр, — терĕ Олег Алексеевич.

Сывлăх сыхлав министрĕ Владимир Степанов пĕлтĕрхи ĕç-хĕлпе тĕплĕн паллаштарчĕ. Паллах, чылай ĕçе пурнăçламашкăн «Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕ те пулăшать. Сăмахран, шăпах унпа усă курса ял-салана фельдшер акушер куçса çӳрекен пункчĕсем çитеççĕ. Çак профилактика мероприятийĕсене ялта пурăнакан 119 пин çынна явăçтарма май килнĕ. Пĕтĕмĕшле вара сывлăхне тĕрĕслеттерме республикăри больницăсене пĕлтĕр 814 пин çын пынă.

Владимир Степанов каланă тăрăх, наци проекчĕпе пăхса хунă мероприятисем республикăра кăçал малалла пурнăçланĕç.

www.hypar.ru



30 марта 2023
18:14
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter