Олег Николаев Чăваш Республикинче Педагогпа наставник ҫулталăкне старт панă
Палăртнă мероприятие халăх вӗрентекенӗ тата тава тивĕҫлĕ вӗрентекен хисеплӗ ятсене тивӗҫнисем, педагогика династийĕн представителĕсем, педагогика ĕҫĕн хисеплӗ ветеранĕсем, ҫамрăк вĕрентекенсем тата професси ĕҫ-хĕлĕнче пысăк кăтартусемпе палăрнӑ ҫынсем хутшăннă.
«Кулленхи пархатарлӑ ĕҫĕршĕн эпĕ сире чунтан тав тӑватӑп. Педагогпа наставник ҫулталăкĕ – кăсăклă пысăк ҫул-йĕрсен пуҫламăшĕ. Ăна тĕрлĕ мероприятисемпе пуянлатĕҫ. Ҫĕршывра, Чăваш Енре вуншар ҫулсем хушши вӑй хурса ӗҫлекен педагогсен ăрăвне малалла та аталантарса пыма тăрăшăпăр, ҫĕнĕ йышăнусене пурнăҫа кĕртĕпĕр», – тенĕ Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев.
Кăҫалхи ҫак пӗлтерӗшлӗ пулӑм Иван Яковлевич Яковлев аслӑ ҫутта кăларакан тата гуманист ҫуралнăранпа 175 ҫул ҫитнипе те тӳр килет. Вăл чăваш ҫырулăхне пуҫарса яраканĕ кӑна мар, вĕрентӳ ӗҫӗ валли ӑста специалистсем хатĕрлесе кăларассине, ҫитĕнекен ăрăва тĕрĕс воспитани пама, вĕсен ăс-хакăл тĕнчине пуянлатса пыма пулăшакан майсене йӗркелекен те. «Эпир хамăрăн несĕлĕмĕрсен паха ĕҫ опычӗпе малалла та усă курма, ҫитĕнекен ăрăва ӑна тĕпе хурса воспитани пама тăрăшăпăр», – тенĕ Олег Николаев.
Икĕ ҫул каялла ҫӗнӗ саккун вăя кĕчĕ, вăл шкулсенче ачасене тивӗҫлӗ воспитани памаллине палӑртать. Республикăри мĕнпур шкулсенче ачасене воспитани парас енĕпе тĕрлĕ программăсем пурнăҫа кĕрсе пыраҫҫĕ. Республика Пуҫлăхĕн шухăшĕпе, вĕсем вĕрентекенсен ĕҫне тата та кăсăклăрах йĕркелесе пыма май параҫҫĕ.
«Сирĕнтен кашниех наставник. Эсир пĕлӳ кăна памастӑр, ачасене тĕрĕс ҫул-йĕр шыраса тупма пулăшатăр. Пурнăҫри тĕрлĕ йывăр лару-тăрура кирлĕ пек йышăну тума, ҫав йывӑрлӑха парăнтарма вĕрентсе пыратăр. Сирĕн ĕҫӗр ăс-хакăл тĕнчине, культура пуянлăхне аталантарма пулӑшать, эсир ҫĕнĕрен те ҫĕнĕ технологисене тĕпе хурса ачасен тавракурăмне ӳстерсе пыма пĕлетĕр. Ачасен пысăк ҫитĕнĕвĕ – вĕрентекенсемшĕн, наставниксемшĕн чи хакли. Пысăк ҫĕнтерӳ ӳлĕмрен тата та лайăхрах ĕҫлесе пыма хавхалантарать, ҫĕнĕ тĕллевсем патне ăнтăлма, пултарулăха аталантарма май парать», – тенӗ Олег Николаев.
Пур-пĕрех хăш-пĕр ҫитменлĕхсем те ҫук мар. Вĕренӳ сферинче 500 яхăн ваканси. Математика, вырăс чĕлхипе акăлчан чĕлхине, физика, информатика тата кĕҫĕн классенче вĕрентекенсем ҫителĕксĕр пулни сисĕнет. Кăтарту кашни ҫул кăштах ӳссе пырать. «Ыйтăва татса пама патшалăх программисемпе хастартарах ĕҫлемелле. Ҫитĕнекен ăру учитель профессине хисеплетĕр тесен ачасене мĕн пĕчĕкрен вӗрентӳ ӗҫне юратма хӑнӑхтармалла. Условисем лайăх пулсан, патшалăх енчен куҫакан тĕревсемпе вăхăтра тивĕҫтерсен, ҫамрăк яш-кĕрĕм шкулсене савӑнсах ӗҫлеме килӗ», – тенĕ вăл.
Пĕлме: Чăваш Ен вĕренӳ тытăмне аталантарса пырассипе ҫĕршывра малтисен йышĕнче. Паянхи кун тĕлне пĕтĕмпе республикăра 20 пин вĕрентекен шутланать. Палăртма кăмăллă, вĕсенчен кашни виҫҫĕмĕшĕ патшалăх наградисене тивĕҫнӗ.