Олег Николаев республикӑра пурӑнакансемпе «тӳрӗ лини» мелĕпе уҫă калаҫу ирттернĕ

Олег Николаев республикӑра пурӑнакансемпе «тӳрӗ лини» мелĕпе уҫă калаҫу ирттернĕ

Хальхи «тӳрĕ лини» шучӗпе 16-мĕш пулчĕ. Вăл икĕ сехете яхăн пычĕ. 

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев «тӳрĕ лини» мелĕпе ирттернĕ трансляци вăхăтĕнче техника кăлтăкĕсем сиксе тухнă. Эфирти ҫыхӑну темиҫешер минутлӑха татăла-татăла кайнă, интернет ҫирĕпех пулманни те сисĕнчĕ.   «Лару-тăрăва тĕплĕн тишкерĕпĕр,  кун пек пăтăрмахсем ӳлĕмрен ан пулччăр тесе кирлĕ пек йышăнусем тăвăпăр», -  палăртнă республика Пуҫлăхĕ ыйтăва уҫăмлатнă май. 

Паян «тӳрĕ лини» мелĕпе иртнĕ трансляцине Чăваш Наци телекуравĕн эфирĕнче каҫхине 20 сехет  30 минутра экрансем ҫинче курма пулать.

Трансляцине ҫавăн пекех «Олег Николаев | Чувашия»  ушкăнра тата «Чувашская Республика» группăра пăхма май пур.  Енчен те «тӳрĕ эфир» ыйтӑвӗсемпе тĕплĕнрех паллашас тетĕр пулсан «Советская Чувашия» тата «Хыпар» хаҫатсенче тĕплĕнрех вуласа пĕлме пулать. 

Пĕтĕмпе 1000 яхăн ыйту пухăннă: вĕсенчен 400-шĕ колл-центр урлă килнĕ тата 300-шĕ  Яндекс-формăпа, социаллă сетьсем урлă тепĕр 300 ыйту килсе ҫитнĕ.  Икĕ сехет хушшинче Олег Николаев пĕтĕмпе 30 ыйту ҫине тĕплĕ хурав панă.  

Вĕсенчен пĕри – Каҫал енре пурăнакан ҫынран. Вӑл Пуҫлăх патне ҫакӑн пек ыйтупа тухнă: «Манăн анне Каҫал ен салинче пурăнать. Кабалина ячĕпе хисепленсе тăракан микрорайонта  пурăнакансем  темиҫе ҫул хушши ĕнтĕ шыв ҫуккипе аптраҫҫĕ.  Нумай хваттерлĕ ҫуртсенче пурăнакансем, ытларах ҫӳлти хутрисем, шыва ҫителĕклĕ таран илеймеҫҫĕ. Вĕсем патне шыв кирлӗ чухлӗ ҫитеймест-мӗн. Ҫĕрле кăна хӑш чухне шыв пур. Водоканал тата администраци ыйтăва татса параймаҫҫӗ, татса парассишĕн те тăрăшмаҫҫӗ.  Вĕсем кулленех пĕтĕмпех йĕркеллĕ тесе кăна хурав параҫҫĕ.  Шыв чăнласах та, ҫук!  Ҫуллахи вăхăтра шывпа пахча-ҫимĕҫе ытларах шăвараҫҫĕ, ҫавăнпа ҫитмест теҫҫĕ вĕсем пире. Хĕлле вара мĕншĕн ҫук – сăлтавне уҫăмлатмаҫҫĕ. Пирĕн ыйтăва татса пама пулӑшăр, тархасшăн».     

Вырăнти влаҫ халăх ыйтӑвӗсем ҫине ҫителĕклĕ таран тимлĕх уйăрманнине пăшăрханса палӑртнă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.  «Тӳрĕ эфир» вăхăтĕнче вӑл тӳрех Каҫал ен муниципаллă округĕн пуҫлăхĕпе Александр Осиповпа ҫыхӑннӑ, ыйтăва уҫăмлатма хушнă.

Олег Николаев ыйтăва хуравланă май, ҫапларах каланă: «Пĕтĕмлетӳсем тăвăпăр. Должноҫра ĕҫлекенсен халăх ыйтăвĕсене яланах шута илмелле, тимлĕхсĕр хăвармалла мар. Енчен те йĕркене пăснă пулсан, тен, вĕсенчен хăшĕн-пĕрин явап тытма та тивĕ», - тенĕ.

Эфир вăхăтĕнче ытти тĕрлĕ ыйту та пулнă, ятарлă ҫар операцийĕ пирки, унта хутшӑнакансен ҫемйисене, ачасене пулăшу парасси ҫинчен, медицина учрежденийĕсенчи кадрсен ыйтăвĕ, тăлăха юлнă ачасене патшалăх тивĕҫтерекен пулăшусем ҫинчен калакан ыйтусем те хăйсен хуравĕсене тупнă. 

Регионти ЦУР пĕлтернĕ тăрăх, халăха ытларах ЖКХ, ҫул-йĕр ыйтăвĕсем канăҫсӑрлантараҫҫӗ.   Тавралăха тирпей-илем кĕртес ыйту та ҫав шутрах. 

«Тӳрĕ лини» вăхăтĕнче хускатнă пӗтӗм ыйтăвăн хуравĕсем пулмаллине тепĕр хут асăнса хăварнă Пуҫлăх. Кашни ыйтăва тĕрĕслевре тытассине те пĕлтернĕ вăл. Чăваш Республикин Правительствинче тăрăшакансем мĕнпур ыйтăва кулленех ҫирĕп тĕрĕслевре тытни сисĕнет, кашни ыйту ҫинех хуравĕ тупăнни те ҫакнах ҫирĕплетсе парать пулĕ.  

 

 



31 марта 2023
17:21
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter