Вăрманта пушар тухасран асăрханмалла

Тунтикунхи канашлура çут çанталăк ресурсĕсен министрĕн пĕрремĕш çумĕ Елена Хомченко экологи уйăхлăхĕнчи ĕçсемпе паллаштарчĕ. Ака-çу уйăхĕсенче çулленех кÿлĕ-юхан шыв çыранĕсене, парксемпе скверсене тасатмалли субботниксем ирттересси, йывăç-тĕм лартасси йăлана кĕнĕ — кăçал та унран пăрăнмалла мар.

Çут çанталăка упрассипе, тавралăха тирпейлессипе çыхăннă ĕçе кашниех хăйĕн тÿпине хывма пултарать — ан ÿркен кăна. Паллă мероприятисен шутĕнче — Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче вилнисене асăнса 27 миллион йывăç лартасси. «Астăвăм сачĕ» акцие хутшăнса ака уйăхĕн 28-мĕшĕнче Атăл леш енче йывăç лартма палăртнă, çу уйăхĕн 5-мĕшĕнче — Сăнав лесничествинче.

ГКЧС ертÿçи Сергей Павлов вара пушарсенчен сыхланас ыйтупа сăмах илчĕ. Çурхи ейÿ, шыв-шур тапхăрĕ иртсе пырать — унчченхи çулсенчипе танлаштарсан 1,5-2 эрне маларах, çавна май пушар хăрушлăхĕн тапхăрĕ те маларах килчĕ. Сергей Геннадьевич пĕлтĕр кивĕ курăка, çÿп-çапа çунтарнă май нумай пушар пулнине аса илтерчĕ — кăçал сыхлăха пушшех пысăклатма чĕнсе каларĕ. Сад юлташлăхĕсем, хуçисем усă курманнине пула хыт хура хупланă пахчасем тĕлĕшпе уйрăмах тимлĕ пулмалли çинчен аса илтерчĕ. Курăк-турата хăрушсăрлăх çине алă сулса çунтаракансем тĕлĕшпе яваплăх мерисемпе усă курни, ун шучĕпе, çивĕчлĕхе сирме пулăшмашкăн тивĕç. Административлă яваплăх мерисем пур. Пĕлтĕр республикăра унашкаллисем тĕлĕшпе икĕ теçетке протокол çырнă. Паллах, сахал: хăш-пĕр районта пĕрер протокол кăна пулнă, чылайăшĕнче вара ку майпа вуçех усă курман — протокол çырма те ерçеймен, те кăмăл пулман.

Паллах, çуркуннехи-çуллахи тапхăрта вăрмансенчи сыхлăх пирки манмалла мар. Сергей Павлов пĕлтĕр ку енĕпе пысăк инкексем пулассинчен сыхланнине аса илтерчĕ — кăçал та тимлĕхе чакарма юрамасть. Елена Хомченко пĕлтернĕ тăрăх, вăрмансенче пушарсем пуласран асăрханассине, вут- çулăмпа кĕрешессине йĕркелеме кăçал 25 миллион тенкĕ уйăрнă — иртнĕ çулхинчен нумайрах. 313 çынран 48 команда йĕркеленĕ, пĕтĕм техника юсавлăхне тĕрĕсленĕ — çынсем те, техника та ĕçе хатĕр.



03 апреля 2023
11:32
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter