Çырла фестивальне хатĕрленеççĕ

«Нейроçырла», «Ягода-малинка, оп-оп-оп» тата ытти ятсем сĕннĕ Чăваш Енре пурăнакансем утă уйăхĕн 12-мĕшĕ тĕлне – Питрав кунне хатĕрленсе. Шăпах ун чухне Чăваш Енри ял хуçалăх министерствин пуçарăвĕпе çырла фестивалĕ ирттерме палăртнă. Унăн ятне вара регионта пурăнакансен хăйсен суйламалла.

«Уçă хула». «Халăх сăнавĕ» тата патшалăх çăмăллăхĕсемпе тивĕçтерекен порталта пин ытла çын хăйсене килĕшекен ятсем суйласа пĕлтернĕ. «Çырлаллă Чăваш Ен», «Ягодафест», «Чăваш Енĕн юмахлă çырлисем», «Çырла бумĕ» – 11 ят сĕннĕ фестивале хатĕрленекенсем. «Чăваш Енĕн çырла фестивалĕ» ята пурте кăмăлланнă. Утă уйăхĕн 12-мĕшĕнче республикăра пĕрремĕш хут фестиваль иртет. Ăна Шупашкар тăрăхĕнчи «Ивушка» питомникре йĕркелеме палăртнă. Тĕрлĕ çырла ӳстерекенсем ăсталăх классене хутшăнма, ярмăрккăра хăйсен таварĕпе паллаштарма пултарĕç. Чăваш Республкиин ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов çак фестиваль çемье уявĕ пулса тăрасса шаннине пĕлтернĕ.



НТРК
04 апреля 2023
09:38
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter