Пенсие индексацилеççĕ

Ака уйăхĕн 1-мĕшĕнчен çулсерен Раççейре социаллă пенсисене индексацилеççĕ. Хăш тӳлевсем тата мĕн чухлĕ ӳсеççĕ? Çак ыйтусене Правительство çуртĕнче иртнĕ ларура тишкерчĕç.

Ака уйăхĕнчен республикăра пурăнакан 26 600 çыннăн пенси тӳлевĕн шайĕ ӳсĕ. Вăл шутра социаллă пенси илекенсем те кĕреççĕ. Вĕсем 25 000 ытлан. Камсем çак нухрата тивĕçеççĕ-ха? Сусăрсем, ашшĕ-амăш хӳттисĕр тăрса юлнисем, ватăлса пенсие тухнисем ку çăмăллăхпа усă кураççĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннисемпе инвалидсен, Ленинград ункинче пулнисен, радиаци катастрофинче шар курнисен тата ыттисен пенсине те хăпартаççĕ. Çакна валли хыснана тата хушма 88 миллион ытла тенкĕ уйăрнă. Раççей Пенси фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕ мĕн пур ĕçе туса ирттернĕ. Ятарлă графикпе килĕшӳллĕн, ака уйăхĕн 4-мĕшĕнчен банк, ака уйăхĕн 5-мĕшĕнчен почта çыхăнăвĕ урлă тĕреве илме пулать. Кунта çакна та палăртса хăвармалла, ака уйăхĕнче социаллă пенси шайĕнчен палăртакан тӳлевсем те пысăкланаççĕ. 



НТРК
03 апреля 2023
17:46
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter