Пӗтӗм чӑвашсен «Акатуйне» Наци ĕҫĕсемпе ĕҫлекен Федераци агенстви пулăшу парать

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев кун пирки  Наци ĕҫĕсемпе ĕҫлекен Федераци агенствин ертӳҫипе Игорь Бариновпа  ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ вăхăтра калаҫса килĕшнĕ.

Пĕтĕм чăвашсен «Акатуй» уявĕ Мускавра  ВДНХ тӳремĕпе Измайловский паркра иртĕ. «Акатуй» - чăваш халăхĕн чи юратнă уявĕсенчен пĕри.  Ҫулсерен ăна ҫурхи ĕҫсене вĕҫленĕ хыҫҫăн йĕркелесе ирттереҫҫĕ.  Авалхи йăла-йĕркесене пăхăнса тăван ҫĕре хисеплеме, ҫĕр ĕҫне сума сума хистет вӑл. Ăс-хакăл тĕнчине пуянлатма, пĕр-пĕрне хисеплеме, май пур таран пулăшма вĕрентекен уява ламран-лама куҫарса пыни уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ. Пĕлтĕр «Акатуй» уявне Мускаври Наци ҫурчĕн территорийĕнче йĕркелесе ирттернĕ.

Раҫҫейри ФАНД ертӳҫине Чăваш Ен проекчĕсене тĕрев панăшăн тав сăмахĕсем каланă республика Пуҫлăхĕ. «Республикăн тĕрленĕ картти» проекта пулăшу пани пысăк хисепе тивĕҫ.  «Картта ҫинче эпир хамăрăн региона тĕрлесе кăтартнă, ку ĕҫе ыттисем те хапăл тусах хутшăнчĕҫ.  Ҫав тери чаплă проект пулса тухрĕ.  Кашни  субъект хăйĕн ăсталăхне кăтартса пама тăрăшрĕ. Илĕртӳллĕ те паха проект», - тесе каланă Олег Николаев.  

Сăмах май,  кăҫал Шупашкарта ҫурла уйăхĕнче РФ субъекчĕсен тĕрленĕ карттисен фестивалĕ иртесси пирки те асăннă. «Чылай регион фестивале хутшăнасси  паллă.  Мероприятине хутшăнас  тесе  паянхи куна 40 заявка  тăратнă», –  тенĕ вăл.

Пĕтĕм Раҫҫейри ҫамрăксен «Культура калаҫăвĕ» лагерĕ Чăваш Енре пулĕ, ăна йĕркелесе ирттерме Раҫҫейри ФАНД  пулăшу парĕ. Кун пирки те уҫă калаҫу вăхăтĕнче кĕскен сӳтсе явнă ертӳҫĕсем. Ҫĕртме уйăхĕн 22-24-мĕш кунĕсенче Чăваш Енре Республика кунне халалласа йĕркелекен мероприятисене плана кĕртсе хăварнă. Лагере хутшăнас текенсем культура енĕпе  иртекен пысăк мероприятисене те хутшăнма пултарайраҫҫĕ», –  тенĕ регион Пуҫлăхĕ.  Чи  паллисенчен пĕри – Атăлҫи халăхĕн авалхи юррисен куравĕ. 

Ĕҫлĕ тĕлпулу вăхăтĕнче ертӳҫĕсем патшалăхăн наци политикипе епле ĕҫлесе пыни пирки  канашланă, тĕрлĕ пулăшусемпе тивĕҫтерессине сӳтсе явнă, Раҫҫейри регионсенчи чăвашсен обществăлла организацисен ĕҫĕсене пĕр чăмăра пухса, пĕрне-пĕри пулăшса, пĕр-пĕрин паха ĕҫ опычĕсене тĕпе хурса ҫирĕппĕн аталанса вăй илтерсе пырассипе ҫыхăннă ыйтăва пăхса тухнă. Чăваш наци диаспорăсене тĕрев парасси ыйту кун йĕркинчех тăрать. Кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне Раҫҫей Федерацийĕн 24 субъектĕнче 60 ытла наци культурин пĕрлешĕвĕсем шутланса тăраҫҫĕ.  

Чăваш Республикинче 128 наци пурăнать.  Ку кăтартăва 2020 ҫулта Пĕтĕм Раҫҫей ҫыравĕ ҫирĕплетнĕ. Чăвашсем Раҫҫейре халăх шучĕпе (пурĕ 1 067 139 ҫын) пиллĕкмĕш вырӑнта тӑраҫҫӗ. 

Автономисем организацисем евӗр йĕркеленсен аван тенĕ Олег Николаев. Пĕр чăмăра пухăнса пĕрле ĕҫлесе пыни пушшех те лайăх.  Ҫакӑ пĕрлешӳсене аталанса пыма ҫĕнĕ вăй-хăват хушĕ. Шупашкарта ака уйăхĕн 22-мĕшĕнче автономисен Съезчĕ пулать.  Ун чухне шăпах та, ҫĕнĕ ертӳҫĕ суйлĕҫ, устав йышăнĕҫ.



04 апреля 2023
11:52
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter