Типĕ курăк çунтармалла мар
Çурхи хĕвел тавралăха ăшăтса пăхма пуçласан никам та килте ларасшăн мар. Кăвайт чĕртсе çӳп-çап çунтарас, тĕтĕмлесе какай ăшалас килет. Çăлавçăсем асăрхануллă пулма асăрхаттарсан та. Чăваш Енре пĕлтĕр çак сăлтавпа 324 пушар тухнă, 2021-мĕш çулта вĕсен шучĕ 422 таран çитнĕ пулнă.
Типĕ курăк, хăрăк вут шанкă çунтарма пуçласан пĕр самантрах пысăк пушар сиксе тухма пултарать. Çавăнпа çурхи тапхăрта Чăваш Республикин гражданла оборона тата синкерлĕ лару-тăру патшалăх комитечĕн пуçлăхĕ Сергей Павлов республикăра пурăнакансене питĕ тимлĕ пулма ыйтрĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ тунти кунсерен ирттерекен канашлура. Республикăра çулталăк пуçланнăранпа типĕ курăк хыпса илнипе тухнă пушарсен шучĕ 5 таран. Çăлавçăсем вăхăтра çитнипе пысăк инкек сиксе тухман. Юнашарти çуртсене, кил картисене «хĕрлĕ автан» тапăнайман. Чăваш Республикин гражданла оборона тата синкерлĕ лару-тăру патшалăх комитечĕ çӳп-çап, типĕ курăк, хăрăк вут-шанкă çунтаракансене, йĕркене пăсса кăвайт чĕртекенсене 2 000 тенкĕрен пуçласа 3 000 тенкĕ таран штраф тӳлеттересси пирки асăрхаттарать. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн Олег Николаевăн Хушăвĕпе кăçалхи ака уйăхĕн 10-мĕшĕнчен пушар хăрушсăрлăхĕн йĕрки вăя кĕрет.