Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев Республика кунне йĕркелесе ирттерес енӗпе ӗҫлекен комитетăн канашлăвне ирттернĕ

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев Республика кунне йĕркелесе ирттерес енӗпе ӗҫлекен комитетăн канашлăвне ирттернĕ

Уяв кунĕсенче пĕтĕмпе 55 ытла тĕрлĕ мероприяти ирттерме плана кĕртнĕ. Вĕсем Шупашкарта тата Ҫĕнĕ Шупашкарта иртеҫҫĕ. 

Пĕтĕм Раççей шайĕнче тата çĕршывсен хушшинче чылай мероприяти йĕркелеме палăртнă. Çав шутра –  Шупашкарти йăлана кĕнĕ экономика форумĕ, «Регионсем –  чикĕсĕр ĕçтешлĕх» курав, çамрăксен «МолГород» форумĕ, фейерверксен «Асамат» фестивалĕ тата ытти те. Çавăн пекех уяв тĕлне социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсене, общество инфратытăмĕн объекчĕсене уçассине плана кĕртнĕ.

РФ Федераци Канашĕнче Чăваш Ен кунĕсем иртеҫҫĕ, ҫак пулӑм уявăн тĕп мероприятийĕсенчен пĕри тесен тен йăнăш мар пулĕ. «Аталану ҫул-йĕрĕ» тата «Регионсем –  чикĕсĕр ĕçтешлĕх» курав пĕлтерĕшлисен йышĕнче.

«Раҫҫей ҫăл куҫĕсем» халăх пултарулăхĕн Пĕтĕм Раҫҫейри фестивалĕ, «Асамат» фейерверксен  фестивалĕ, «МолГород –  2023» ҫамрăксен форумĕ тата пĕтĕм чăвашсен «Акатуй» уявĕ кăсăклă пуласси паллă. Палăртма кăмăллă, ҫак кунсенче «Акатуй» уявне Наци ĕҫĕсемпе ĕҫлекен Федераци агенстви тĕрев пама йышăннă. Телейлĕ ачалăх ҫулталăкĕнче ҫĕртме уйăхĕн 21-мĕшĕнче «Ача-пăча Акатуйĕ» иртĕ, вăл РФ Культура министерстви ирттернĕ конкурсăн ҫĕнтерӳҫи. Ҫĕнĕ форматпа пулакан мероприяти пин ытла ачана пухасси куҫ кĕретех.  

Пĕтĕм Раҫҫейри ҫамрăксен «Культура калаҫăвĕ» лагерĕ Чăваш Енре пулĕ,  «Глазычевский вулавĕсем», «Чăваш Енри ҫырла фестивалĕ» халăхшӑн кӑсӑк пухасса пĕлсех тăратпăр. Кунсăр пуҫне Шупашкарта чечексен фестивальне ирттерме плана кĕртнĕ. 

Мероприятисен пысăк пайĕ Ҫĕнĕ Шупашкарта иртӗ.  «Элкон» тулли мар яваплă общество приоритетлă инвестици проекчĕпе паллаштарĕ, тăлăха юлнисене ҫĕнĕ хваттерсем парса хавхалантарĕҫ, «Химпром» площадкине ҫĕнĕ линисем хута ярĕҫ тата ытти те. Чи савăнăҫлă пулăмсенчен тепри – Олимп резервĕсене хатĕрлеме витĕм кӳрекен Спорт шкулĕ уҫăлни.  

Хулара ҫĕрле хоккейла выляссипе ятарлă матч иртĕ. Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн парнисене ҫĕнсе илессишĕн лашасемпе чупса мала тухассишĕн ăмăртусем пулĕҫ. Атăл ҫыранĕ хĕрринче ЧЕТРА техника операторĕсен халăхсен хушшинчи чемпионачĕ иртĕ. «Чăваш юмахĕсем» йывăҫран касас ăсталăха палăртакан ăмăрту, «Виҫĕ хĕвел» этно-фолк фестивалĕ пулĕ. Ку мероприятине Раҫҫей Федерацийĕн тĕрлĕ регионĕсенчен пултарулăх ăстисене йыхравланă.

Республика кунĕн мероприятийĕсем ҫинчен тĕплĕнрех https://forum.cap.ru/ ҫак ссылкăпа сайтра вуласа пĕлме пулать.  

 



05 апреля 2023
14:12
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter