Чăваш Ен Республика кунне хатĕрленет

Шупашкарти экономика форумĕ, «Раççей çăлкуçĕсем» фестиваль, Пĕтĕм чăваш Акатуйĕ, фейерверк фестивалĕ — кусем Республика кунĕнче иртмелли мероприятисем. Уяв программи тата анлăрах пулĕ. Чăваш Республикин тĕп уявĕпе çыхăннă ыйтусене йĕркелÿ комитечĕн ларăвĕнче пăхса тухрĕç. Ăна ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пычĕ.

Дмитрий Краснов вице-премьер каланă тăрăх, экономика форумĕ икĕ кун ĕçлĕ, унта экспертсем, ертÿçĕсем, специалистсем, бизнесменсем, ют çĕршыв делегачĕсем хутшăнĕç. Форум вăхăтĕнче тĕрлĕ ыйтупа çавра сĕтелсем, кăсăклă калаçусем пулĕç. Пленарлă лару «Аталану курсĕ» ятпа иртĕ. Тепĕр пĕлтерĕшлĕ мероприяти — «Глазов вулавĕсем» конференци. Унта тĕрлĕ регионтан килнĕ хăнасем хутшăнĕç. Йăлана кĕнĕ «Регионсем — чикĕсĕр ĕçтешлĕх» курав вун-вун эксперта пĕрлештерĕ. Унта вырăнти продукцисемпе, туризмри, вĕрентÿри çĕнĕлĕхсемпе, çул-йĕрпе, бизнеспа, технопаркпа çыхăннă проектсемпе паллаштарĕç.

Агропромышленноç комплексĕ те уява хатĕрленет. Çĕнĕ Шупашкарта лаша чупăвĕ пулать, Шупашкарта чи лайăх хуçалăхсен презентацийĕ иртĕ. Çырла фестивальне, агроволонтерсен «Чи лайăххисем» слетне те Республика кунне халалланă.

Культура программи те мероприятисемпе пуян. «Раççей çăлкуçĕсем» фестиваль кăçал тĕрлĕ регионти пултарулăх коллективĕсене 31-мĕш хут пуçтарĕ. Культура министрĕн çумĕ Татьяна Казакова каланă тăрăх, ку хутĕнче çамрăксенчен йĕркеленнĕ ансамбльсемпе ушкăнсене ытларах чĕнесшĕн. Хальлĕхе 15 регионти коллективсем фестивале хутшăнассине хыпарланă. Йăлана кĕнĕ Акатуя та «çамрăклатасшăн»: чăваш юрри-кĕввине юратакан яшсемпе хĕрсем уява илем кÿрĕç. Ача-пăча Акатуйне тĕрлĕ регионта пурăнакан чăвашсене йыхравланă. Çĕртме уйăхĕнче Чăваш Енре «Культурăсен диалогĕ» наци лагерĕ ĕçлĕ. Унта 150 ытла çын канĕ. Çамрăксем валли çавра сĕтелсем, калаçусем, квестсем тата ытти йĕркелĕç. Республика кунĕнче çавăн пекеĕ Вăрмар округĕнчи Ямпайра çĕнĕ клуб, Шупашкарта çĕнĕ ăру библиотеки уçăлĕ.

Шупашкар администрацийĕн пуçлăхĕ Денис Спирин хулари мероприятисем çинче чарăнса тăчĕ. Акă хулара чечексен фестивалĕ пĕрремĕш хут иртĕ. Анне палăкĕ умĕнче чечексенчен хатĕрленĕ композицисемпе илемлетĕç. Унтах декоративлă ÿсен-тăранпа çыхăннă ыйтупа çавра сĕтел ирттерме палăртнă. Уяв тĕлне Шупашкарта 145 клумба, 667 пин ытла чечек, тĕрлĕ артобьектсем лартĕç, общество чарăнăвĕсене çĕнетĕç. Уяв кунĕсенче картишсенче 50 вырăнта концертсем, театрализациленĕ кăтартусем, флешмбосем тата ытти иртĕ.

Республикăн тĕп уявне кăçал Çĕнĕ Шупашкар та йышăнĕ. Дмитрий Пулатов сити-менеджер пĕлтернĕ тăрăх, экономика зонин презентацийĕ иртĕ, пурăнмалли çĕнĕ комплекса хута ярĕç, çĕнĕ ăру библиотеки, юсав хыççăн шкулпа ача сачĕ уçăлĕç. Хула çыннисем валли 10 вырăнта мероприятисем йĕркелĕç. Тĕп лапам — Атăл çыранĕ. Тĕрлĕ фестиваль, конкурссем, ăмăртусем вун-вун çынна пуçтарĕ.

Олег Николаев уяв программи çултан-çул çĕнелнипе савăннине пытармарĕ. «Йăлана кĕнĕ меропрятисем уяв сумне çĕклеççĕ, çĕннисем çĕнĕ варкăш кĕртеççĕ, халăха кăсăклантараççĕ», — терĕ регион ертÿçи.

www.hypar.ru



Хыпар
06 апреля 2023
09:19
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter