Олег Николаев Чӑваш Енре хӑмла ӗрчетессине интенсификацилесси ҫинчен калакан килӗшӗве алӑ пуснӑ

Олег Николаев Чӑваш Енре хӑмла ӗрчетессине интенсификацилесси ҫинчен калакан килӗшӗве алӑ пуснӑ

Документа Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев,  Чăваш патшалăх аграри университечĕн ректорĕ Андрей Макушев, «Атăлҫи комбайн завочĕ» тулли мар яваплă обществăн директорсен канашĕн председателĕ Андрей Водопьянов, «Текстильмаш» акционерсен уҫă обществин генеральнăй директорĕ Николай Алтушкин тата Н.В. Рудницкий ячĕллĕ  Ҫурҫĕр Хĕвел тухăҫ центрĕн  Федерацин аграри енĕпе ĕҫлекен  тĕпчев институчĕн филиалĕн Чăваш Енри наукăпа тĕпчев институчĕн директорĕ  Андрей Фадеев алă пусса ҫирĕплетнĕ.

Ĕҫ хучĕ хăмла лартса ҫитĕнтерес ӗҫе аталантарассипе палăртнă Концепцие пурнăҫа кĕртме май парать. Ҫĕнĕ технологисен витĕмлĕхне тĕпе хурса хăмла ӳстерес ӗҫ ты-тăмне модернизацилеме, паянхи пурнăҫ ыйтакан ыйтусене тивĕҫтерме условисем тума кирлине те палӑртать. Пысăк пахалăхлă тавар тирпейлесе кăларма витĕм кӳресси те паллă. Кадрсен пайне те ҫĕнетме май килĕ.  

Раҫҫейĕпе илес пулсан, пирĕн республика хăмла лартса ҫитĕнтерессипе чи ăста регионсенчен пĕри пулса тăрать. «Мĕнпур хăмлан 90 процентне пирĕн тăрăхра лартса ҫитĕнтерсе, тирпейлесе кăлараҫҫĕ. 2022 ҫулта 194,8 тонна хăмла пухса илнĕ, ҫакӑ 2021 ҫулхинчен 27 процент нумайрах», - тенĕ вăл.

Кăтарту 80-мĕш ҫулсенчи пекех тесен те йăнăшах пулмĕ. Ун чухне питĕ аван ĕҫленĕ, 3,8 пин тонна тавар туса илнĕ.  «Кун пек кăтартусене паян та тума пулать. Лаборатори инфратытăмне йĕркелемелле. Вӑл хăмлана пӑхса ҫитӗнтерес ӗҫе тишкерсе тӑма май парӗ», - тенĕ  вăл. Килĕшӳ вара Чăваш Ен Правительствипе наука ĕҫченĕсене, аслă шкулсемпе промышленноҫ пайĕнче вăй хуракансене пĕр-пĕринпе ҫыхӑнса тухăҫлă ĕҫлесе пыма витĕм кӳрĕ.  Кун пирки тепĕр хут палăртса каланă регион Ертӳҫи.

Раҫҫейре сăра вĕретекен  производство кăтартӑвӗсем иртнĕ ҫулхи шайра. Пур пĕрех импорт витĕмлĕхĕ пысăк пулни сисĕнет-ха.  Ҫĕршыри чылай завод пирĕн республикăн таварĕсемпе усă курни куҫ кĕретех, вĕсене хапăл тусах йышăнаҫҫĕ предприятисем.

Агропромышленноҫ комплексĕнче вăй хуракансен тĕп тĕллевĕсенчен пĕри – хăмла лартса ҫитĕнтерес ӗҫре паянхи технологисен витĕмлĕхӗпе усӑ курса тавар туянакансем патне лайӑх пахалăхлӑ продукци илсе ҫитересси.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – ял хуҫалăх министрĕ Сергей Артамонов хăйĕн сăмахĕнче регионта  наукăпа лаборатори инфратытăмĕн ĕҫне йĕркелесе яма «ҫул карттине» туса хатĕрленине хыпарланă. 

Хăмла типĕтмелли ятарлă тытăм тӑвасси пирки те сăмах пуҫарнă, ăна тума проект та хатĕр. Объекта кăҫал утă уйăхĕнче пурнăҫа кĕртме, пĕрремĕш хут ĕҫлеттерсе пăхма палӑртнӑ. Енчен те пĕтĕмпех йĕркеллĕ пулсан ҫулталăкне ҫавнашкал 5-10 машина туса кӑларассине плана кĕртнĕ.      



06 апреля 2023
09:44
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter