Олег Николаев «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партийӗн регионти уйрăмӗн президиум пайташӗсемпе тӗлпулу ирттернӗ

Олег Николаев «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партийӗн регионти уйрăмӗн  президиум пайташӗсемпе тӗлпулу ирттернӗ

Кун йĕркинчи ыйту – регионти «Пĕрлĕхлĕ Раҫҫей»  партие аталантарса пырасси, вăл епле ĕҫлесе пынине паянхи лару-тăрăва шута илсе тишкересси, пуласлăхри тĕллевсене палăртасси.

Регионти «Пĕрлĕхлĕ Раҫҫей»  партийĕн Халăх программи Чăваш Республикин 2025-мĕш ҫулсем валли йышӑннӑ социаллă пурнăҫпа экономика аталанăвĕн Комплекслă программипе тӳр килнине каланă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев.  Ĕҫ хутне алă пусса ҫирĕплетнĕренпе, Раҫҫей Федерацийĕн аталану программине шута илсе, ҫĕнĕлĕхсене хамăрăн программăна кĕртсе хăварма тивнĕ. Паллă, вĕсен шутӗнче наци программисемпе килӗшӳллӗн йышăннă мероприятисем енӗпе те ҫĕнĕлĕхсем ҫук мар. 

«Чылай проект  наци проекчĕсемпе  тӳр килет. Хăш-пĕр ҫĕнĕлĕхсене кĕртсе хăварни вара тухӑҫлăха ӳстерме май парать.  Наци проекчĕпе килĕшсе тăракан ыйтусене уҫăмлатма меллĕ, ҫакӑ патшалăх программисемпе ĕҫленĕ чухне витĕм кӳни куҫ кĕретех», – тесе каланă хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев.

Сăмах май, паянхи пурнăҫ таппинче ҫĕршыв чăнласах та ҫĕнелсе улшӑнать.  Тĕнчери усал вӑя парăнтарас тесен кулленех малтисен ретĕнче пулмаллине, ҫĕршывăмăр авангард пулса тӑмаллине те палăртнă вăл. Йывăрлăха парăнтармаллине тепĕр хут ҫирĕплетнĕ Пуҫлăх.  Хăйĕн интересĕсене мала хума хӑнӑхнӑ ҫĕршывсенчен пĕри ыттисене пăтăрмаха кĕртсе ӳкерме тăрăшни пирĕн Раҫҫее пушшех те пăшăрхантарать. Ытти халăхсен интересĕсене шута илменни те куҫ кĕретех. Тĕрĕслĕхе тӳрре кăларассишӗн пирӗн ҫĕршыв хытă тăрăшать. «2022 ҫулхи нарăс уйăхĕнчен пуҫласа пире хирĕҫ тăракансем курăмлăнах хытăрах та хытăрах чăрмавсем кӳме тытăнчĕҫ. Хăш-пĕр ҫĕршывсем ятарлă ҫар операцийĕ пуҫланичченхи йышăнусене тепĕр майлă ҫавӑрни те сисĕнет. Вӗсем хăйсен тулашри экономика ĕҫ-хĕлне урăхларах тытса пыма тăрăшаҫҫӗ. Пирĕнпе туслă ҫĕршывсем хушшинче тулашри суту-илӳ ӗҫĕнче наци валютисемпе усă курма тӑрӑшни те сисĕнет», - тенĕ вăл.

Влаҫӑн  мĕнпур тытăмĕнче тăрăшакансен кирлĕ пек ĕҫсене  саккунсемпе ҫирĕплетсе хăвармаллине палăртнă.  Ку ыйтусене уҫăмлатассинче партисен позицийĕсем уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине каланă вăл. Саккунсемпе ĕҫлекен влаҫ органĕсенче вăй хуракансен тимлĕ пулмаллине, кашни ыйтăва тĕплĕн тишкермеллине те палӑртса хӑварнӑ.   «Пирĕн вăхăта вăраха ярса ĕҫлеме ирĕк ҫук. Чылай хушӑ калаҫса ларма та юрамасть, вăхăта перекетлемелле. Йышăну кăна туни ҫителĕксĕр, тухăҫлăха ӳстермелле, кашни ыйтăва уҫăмлатассипе тӗрӗс те васкавлӑ тата пĕлтерĕшлĕ йышăну тума пĕлмелле.  Ăнăҫлă пулас тесессĕн, хамăр ума лартнă мĕнпур тĕллеве туллин пурнăҫа кĕртме тăрăшмалла», - тесе каланă Олег Николаев.     

 



06 апреля 2023
15:01
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter