Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ «Пирĕн вăхăт. Чăваш патшалăх университечĕн 2023 ҫулхи студентсен ҫурхи уявĕ» гала-концерта ҫитсе килнĕ

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ «Пирĕн вăхăт. Чăваш патшалăх университечĕн 2023 ҫулхи студентсен  ҫурхи  уявĕ» гала-концерта ҫитсе килнĕ

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ «Пирĕн вăхăт. Чăваш патшалăх университечĕн 2023 ҫулхи студентсен  ҫурхи  уявĕ» гала-концерта ҫитсе килнĕ. 

«Ҫак мероприяти кашни куракана савăк кăмăлпа пуянлатать, илемлĕхе туйма, пултарулăх ӗҫӗн  ăсталӑхне хаклама май парать», - тесе каланă Олег Николаев  студентсене саламланă май.

Студентсен ҫурхи уявĕ йăлана кĕнĕ тесен те йăнăш мар. Вӑл ӑс-хакăл тĕнчине пуянлатма пулăшать, тĕпчевпе вĕренӳ ӗҫне витĕм кӳрет.  Ҫамрăксен пултарулăхне хаклама пулăшать, ҫитĕнекен ăрăва тĕрĕс ҫул-йĕрпе пыма, професси ĕҫĕнче пуласлăхра пысăк кăтартусем патне ăнтăлма вӗрентет.

«Ыранхи кун паянхинчен лайăх пулассине ҫирĕппĕнех калама пултаратпăр», - тенĕ республика Пуҫлăхĕ.  

Республикăри студентсен пурнăҫĕнче фестиваль яланах пĕлтерĕшлĕ пулнă. Университет ректорĕ Андрей Александров палăртнă тăрăх, ытти ҫулхисемпе танлаштарсан, кăҫал уява хутшăнас текенсен йышĕ уйрăмах чылай. Палăртма кăмăллă, фестивале пин ытла студента явăҫтарнă. 

«Уйăх хушшинче Чăваш патшалăх университечĕн Культура керменĕнче 10 концерт ирттернĕ. Театр, видео, медиа, арт, мода енĕпе те кăсăклă пулăмсем иртнĕ. 200 ытла пултарулăх номерĕсем хатĕрленĕ», - тесе хыпарланă вăл.

Республика фестивалĕн пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх Чăваш Республикин делегацийĕ Раҫҫейри студентсен ҫурхи уявне хутшăнĕ.  Вăл Пермь хулинче ҫу уйăхĕн 26-мĕшĕнчен пуҫласа ҫĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕччен иртет.    Кунсăр пуҫне пирĕн ҫамрăк яш-кĕрĕм Ханты-Мансийск хулинче пулакан Раҫҫейри студентсен ҫурхи уявне те хутшăнĕ.  Мероприятисем ҫĕртме уйăхĕн 11-мĕшĕнчен пуҫласа 17-мĕшĕччен пулаҫҫĕ. Пĕтĕм Раҫҫей шайĕнче иртекен XXXI (II)-мĕш фестивале професси пĕлĕвӗ паракан вĕренӳ организацийĕсенче ăс пухакан яш-кĕрĕм хутшăнасси паллă. 

 

 



07 апреля 2023
11:18
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter