Чӑваш Енĕн ҫирӗп аталану концепцийӗ тӑрӑх ҫулсен карттине йышӑнӗҫ

Чӑваш Енĕн ҫирӗп аталану концепцийӗ тӑрӑх ҫулсен карттине йышӑнӗҫ

Чăваш Республикине ҫирĕп аталантарас енӗпе йышӑннӑ Концепципе малалла ĕҫленĕ май, ăна пурнăҫа кĕртме витĕм кӳрекен  мероприятисен паланĕн проектне – «ҫул карттине» туса хатĕрленĕ.  Кун пирки Чăваш Республикин  Аслă экономика канашĕн ларăвĕнче пĕлтернĕ.

Документ Чăваш Республикин 2035 ҫулсем валли йышăннă социаллă пурнăҫпа экономика аталанăвĕн Стратегине актуализацилеме хистет.  Регионăн экологи хăрушсăрлăхне, бизнеса яваплăха туйса тытса пыма, промышленноҫ технопаркĕсене вăй илтерме, пысăк промышленноҫпа энергетика объекчĕсене лайăх аталантарса пыма  пулӑшакан критерисене палăртма та ыйтать.

Концепцине тĕпе хурса чылай ĕҫ пурнăҫланине каланă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ. «Йăлари хытă каяшсене пухса тирпейлессипе ĕҫе хастар пуҫланă.  Ҫитес вăхăтсенче ҫӳп-ҫапа пухса тирпейлеме май паракан объектăн проектпа-смета докуменчӗ пуласси паллă, ăна «Раҫҫейри экологи операторĕ» хапăл тусах йышăннă.  Апла пулсан, республикăра ку тĕлĕшпе предпринимательлĕх тытăмне аталанса вăй илсе пыма ҫителĕклĕ условисем хатĕрлесе тăратнă», – тенĕ вăл.     

Кун йĕркинчи тепĕр пысăк ыйтусенчен пĕри – шывсене тасатса тирпейлеме май паракан станцисене хута ярасси.  «Халăха централизациленĕ майпа таса шывпа тивĕҫтерме шутлатпăр.  Экологине чăрмав кӳмесĕрех шыва тасатса тирпейлеме калаҫса килĕшнĕ.  Шывсене тасатма май паракан ятарлă сооружени тумалли тытăма йĕркелесе ярас  ыйту пирки икĕ эрне каялла калаҫса килĕшнĕ.  Шыва ҫĕнĕ стандартсемпе, пысăк технологисен витĕмлĕхĕсене тĕпе хурса тасатма май килĕ», – палăртнă ертӳҫĕ.   

Концепци ял хуҫалăхшăн та пĕлтерĕшлĕ пулĕ, кун пирки ҫирĕппĕнех каланă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ. Калăпăр, усăллă хурт-кăпшанкăсене ĕрчетессипе йышăннă проект пурнăҫа аван кĕрсе пырать.  Пурнăҫа кĕрекен ҫĕнĕ технологи ӳсен-тăрансене хими препарачĕсемпе усă курмасăрах хӳтӗлеме май парĕ. Хурт-кăпшанкăсемпе садсенче, теплицăсенче, улма-ҫырла лартса ҫитĕнтернĕ чухне усă курасси пирки ҫирĕплетсех калаҫҫĕ специалистсем.  

Экологи ҫĕнĕлĕхĕсемпе транспорт тытăмĕнче те усă курма тĕллев лартнă.  «Асăннă ҫул-йĕрпе ҫĕнĕ стандартсене кăна тивĕҫтермĕпĕр, хăрушсăрлăхпа сервис пайĕнче те ĕҫлеме тĕллев лартнă.   Ҫĕнĕ ырлăхсем Чăваш Республикинче пурăнакансемшĕн анчах мар, пирĕн тăрăха килекен хăнасемшĕн те усăллă пулассине пĕлсех тăратпăр», – уйрăммăн палăртса каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев.

Концепцине пурнăҫа кĕртме тата ăна кирлĕ пек шайра аталантарма регионти мĕнпур сферăра тăрăшакансен пысăк калăпăшлă ĕҫсем туса ирттерме тивĕ. Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче, ĕҫ тăвакан влаҫ органĕсенче тăрăшакансен, республикăна аталантарса пырассишĕн, ҫĕнĕлĕхсене шута илсе мĕнпур ĕҫсене йĕркелесе пыма пĕлмелле. 

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – экономика министрĕ Дмитрий Краснов хăйĕн сăмахĕнче Концепцине пурнăҫа хăватлăн кĕртсе пырас тесессĕн перспективлă проектсен переченьне пăхса хăвармаллине палăртнă.  

«Хальхи проектсем, пĕтĕмпех вăрах вăхăтлӑх тапхӑр валли, вĕсен пĕтĕмĕшле хакĕ 67 млрд тенкĕ.  Енчен те пĕтĕмпех палăртса хунă пек пулсан, 2030-мĕш ҫулсем тĕлне экономикăна кирлĕ 30  пин ытла ҫĕнĕ ĕҫ вырăнĕсем йӗркелеме, хими, ял хуҫалăхĕпе апат-ҫимĕҫ тата ытти хăш-пĕр сферăсем валли специалистсем хатĕрлеме, пысăк технологиллĕ тытăмсене бюджетран кĕмен 30 млрд  тенкĕ инвестици явăҫтарма май килӗ», – тенĕ вăл.

Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин  финанс рынокӗ енĕпе ĕҫлекен Комитечĕн председателĕ, Чăваш Республикин Аслă экономика канашĕн председателĕ Анатолий Аксаков хăйĕн сăмахĕнче региона аталантарма витĕм кӳрекен документа нумаях пулмасть Раҫҫей Федерацийĕн Премьер-министрĕ   Михаил Мишустин депутатсемпе ĕҫлĕ канашлу ирттернĕ чухне пăхса тухнине хыпарланă. 

Шупашкар хулине аталантарма йышăннă плана федераци шайĕнче ырланине каланă вăл, ăна тĕпе хурса, ку тĕлĕшпе ыттисемпе те ҫакăн евĕр аталантарса пыма чĕнсе каланă.  «Чăваш Республики Раҫҫейре ытти субъектсемшĕн тĕслĕх пулмалла. Тепĕр тесен, мĕнпур тĕнче шайĕнче те тĕслĕх пулсан аван.  Тăнăҫлă аталанса пырасси – Раҫҫей Федерацийĕн Правительствин тĕп ҫул-йӗрӗсенчен пĕри. Ҫĕнĕлĕхсене мĕнпур проектпа программăна кĕртсе хăварма тăрăшмалла.    Халăх та ҫакнах кĕтет. Патшалăхӑн тата бизнесра тăрăшакансен,  ҫынсем кирлĕ пек экологи условийĕсенче  пурăнччăр тесен, тата та тухăҫлăрах ĕҫлемелле», – тесе каланă Анатолий Аксаков.

РФ кластерсемпе технопарксен Ассоциацийĕн директорĕ Андрей Шпиленко республикăна ырă енчен палăртнă. Лайăх аталанса пыма витĕм кӳрекен документа хатĕрлессипе Раҫҫейри 11 регионсенчен пĕри Чăваш Ен пулса тăнине каланă. «Ĕҫ хутне йышăннă кăна мар, ăна пурнăҫа кĕртес тесе хастар  тăрăшни савăнтарать.  ESG принципĕсене тарăн тишкерсе пăхса тухни куҫ кĕретех.  Ҫитес экономика форумĕ ытти регионсемпе тĕплĕнрех паллашма, вĕсен ĕҫ опычĕсене сӳтсе явма, пĕр сăмахпа каласан, экспертпа наука тӳремĕ пулса тăрасси паллă», – тесе каланă эксперт.

ESG кун йĕркинче Раҫҫей компанийĕсен ĕҫ-хĕлĕнче, юлашки 2022 ҫулччен ют ҫĕршывсен инвесторĕсем вырăн йышăннă пулсан, юлашки вăхăтра вара ку тĕлĕшпе патшалăх, Раҫҫей инвесторĕсем хастар ĕҫлени паллă. Кун пирки те уҫҫăнах палăртса хăварнă Анатолий Аксаков.     «Чылай регионсем Раҫҫейри пысăк банксемпе килĕшӳсем ҫирĕплетеҫҫĕ.  Чăваш Республики те «Промсвязьбанк»  ПАОпа килĕшӳ тунă», – тесе асăннă вăл. 

«Промсвязьбанк» ПАО председателĕн ҫумĕ  Антон Дроздов хăйĕн сăмахĕнче  Чăваш Енĕн чи кăсăклă  проекчĕсем пирки чарăнса тăнă, уйрăмах энергетика тата электротранспорт, шыв,  йăлари хытă каяшсене пухса тирпейлессипе объектсем  вĕсемшĕн пĕлтерĕшлĕ пулнине хыпарланă.  

Аслă экономика канашĕн председателĕ Чăваш Республикин Правительствине транспорт инфратытăмĕпе инженери пайĕнчи объектсен переченьне йĕркелеме сĕннĕ.  Банк-партнерсем объектсене хута яма е хăшне-пĕрне реконструкцилеме тĕрев пама пултарччăр тенĕ вăл.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн пĕрремĕш ҫумĕ – финанс министрĕ Михаил Ноздряков сăмаха малалла тăснă май, ытти банксене хăйсен тăнăҫлă аталанса пымалли концепцийĕ пирки пĕлтерме ыйтнă.  Ыйтăва Шупашкарта пулакан экономика форумĕнче сӳтсе явма уйрăмах меллĕ пуласса та асăннă вăл. Сăмах май, мероприяти Республика кунĕн уявĕсен планĕпе килĕшӳллĕн, ҫĕртме уйăхĕн 23-24-мĕш кунĕсенче иртет.   

 



10 апреля 2023
09:55
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter