Экологи — тĕп вырăнта

Республикӑн ҫирӗп аталанӑвӗн концепцине ӗҫе кӗртессине Аслӑ экономика канашӗн ларăвĕнче сӳтсе яврĕç. «Документа пурнӑҫланӑ чухне экологи ыйтӑвӗ тĕп вырăнта пулмалла», – палăртрĕ Чăваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.

Çирӗп аталанӑвӗн концепци – питĕ пĕлтерĕшлĕ документ. Вăл регион малалла мĕнле çулпа утассине палăртать. Экономика аталанӑвӗ ҫут ҫанталӑка сиен кӳмелле мар. Ку ыйтăва Чăваш Республики тӗпе хурать. Ҫакна асӑннӑ сферӑра ҫӗнӗ производствӑсем уҫӑлни те ҫирӗплетет. Ҫӗнӗ Шупашкарти индустри паркӗнче, сӑмахран, хытӑ каяшсене тирпейлекен производство пулмалла.

– Паянхи кун çынсене пысăк пурнăç стандарчĕсемпе тивĕçтерсе, ыранхи ăрусене çак экологи çутçанталăка сиен кӳмесĕр вĕсене парса хăварасси. Эпир Чăваш Республики ĕнтĕ çакăн пек пĕтĕмĕшле питĕ тарăн çакăн пек документ тăвакан регионсенчен тен пĕрремĕш регион пулса тăни савăнтарать, хавхалантарать. Ку вăл ман сăмахсем кăна мар. Ку пĕтĕм Раççей Федерацинчи ĕçлекен экспертсен сăмахĕсем. Вĕсен хаклавĕ пирĕн ĕçе. Республикӑн ҫирӗп аталанӑвӗн концепцине тĕрлĕ тытăмра пурнăçлаççĕ. Вăл шутра, ял хуçалăхĕнче те. Сăмахран, энтомофагсем ĕрчетесси. Усăллă хурт-кăпшанкăсем теплицăсенче пахча çимĕç туса илме пулăшаççĕ. Ку малтанах экологи енчен продукцин пахалăхне ӳстерет.



НТРК
11 апреля 2023
09:42
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter