Республикăри вунă шкула пуш уйăхĕн 31-мĕшĕ тĕлне тĕпрен ҫĕнетсе ĕлкĕреймен

Республикăри вунă шкула пуш уйăхĕн 31-мĕшĕ тĕлне тĕпрен ҫĕнетсе ĕлкĕреймен

2023 ҫулта пурĕ 38 шкула тĕпрен юсаса ҫĕнетме плана кĕртнĕ.  Хăш-пĕрне 2022 ҫулта ҫĕнетсе улăштарма  пуҫланă, кун пеккисем пĕтĕмпе 15 вĕренӳ учрежденийӗ тата тепĕр 23-шне пĕр ҫул хушшинче тĕпрен ҫĕнетме тĕллев лартнă. 

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ шкулсене графикпа килĕшӳллĕн юсаса ҫĕнетме чĕнсе каланă.  «Шкулсене палăртса хунă графикпа килĕшӳллĕн ҫĕнетмелле, ӗҫсене тума кирлӗ укҫа-тенкĕпе вăхăтра тивĕҫтермелле. Тепĕр тапхăр валли те хăш-пĕр объектсене халех юсаса ҫĕнетме палăртса хумалла», – тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май.

Икĕ ҫул хушшинче юсамалли  пилĕк шкула пĕтĕмпех тĕпрен ҫĕнетсе ҫитернине пĕлтернĕ  Чăваш Республикин Вĕренӳпе ҫамрăксен политикин министерстви.

«Хальлĕхе хăш-пĕр ҫитменлĕхсем пур-ха. Пуш уйăхĕн 31-мĕшĕ тĕлне палăртнă объектсене туллин хатĕрлесе ҫитереймен, вĕсем: Вӑрмарта, Ҫĕнĕ Шупашкарта, Канашра, Шупашкарта, Шупашкар муниципаллă округӗнче, Ҫĕмĕрлере», – тесе хыпарланă Чăваш Республикин вĕренӳпе ҫамрăксен политикин министрĕ Дмитрий Захаров кашни эрнере Правительство ҫуртĕнче иртекен планеркăра.  Сăмах май, Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев ирттернĕ канашлура республикăри вĕренӳ учрежденийĕсене тĕпрен ҫĕнетсе улăштарас ыйтăва тĕплĕн пăхса тухнă.   

«Вĕренӳ» наци проекчĕпе килĕшӳллĕн 2021 тата 2022 ҫулсенче «Кашни ачан ҫитӗнӗвӗ» регион программине тĕпе хурса республикăри 22 шкулта спорт залĕсене туллин юсаса ҫĕнетнине каланă вĕренӳ министрĕ Дмитрий Захаров.  Ачасен ҫуллахи канăвĕ пуҫлансан шкулсенче спорт залсене ҫĕнетсе улăштарас ĕҫ малалла тăсăлĕ.  Планпа килĕшӳллĕн тепĕр 10 спорт залне юсама палăртнă.  Юлашки икĕ ҫул хушшинче пĕтĕмпе республикăри 68 шкула туллин модернизациленĕ.

Кун йĕркинчи тепĕр пысăк ыйтусенчен пĕри – Шупашкарти «Садовăй» микрорайонта шкул туса лартасси. Объект хута кайсан унта харăсах 1650 ачана вырнаҫтарма май пулĕ.  «Строительство ĕҫне туса пӗтерме хушма подрядчиксене явăҫтарнă.  Шкул приоритетлă проект шутланать.  Строительство ĕҫĕн хăвăртлăхне ӳстерес тесе Чăваш Ен Правительстви ҫителĕклĕ таран пулăшу парать», – тенĕ вăл.     

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – строительство министрĕ Павел Данилов объекта 80 процента ҫити хатĕрлесе ҫитернине асăннă,  кăҫал ҫĕртме уйăхĕ тĕлне шкул хатĕр пулассине  хыпарланă.

Шкулта ачасене ытларах аграри енĕпе вĕрентĕҫ.  Вӗсене пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳпе кăна тивĕҫтермӗҫ, вĕрентекенсем ачасен пултарулăхне, ăс-хакăл тĕнчине пуянлатса пыма пулӑшĕҫ. Шкул ачисен пултарулăхне наукăпа тĕпчев лабораторийĕсем, музей, театр, архитектура витӗмӗпе аталантарĕҫ.  Сывлăха ҫирĕплетме, вай-хала аталантарма шкулта  тĕрлĕ спорт уйрăмĕсем пуласси те куҫ кĕретех.  

Шупашкарти «Университет -2» микрорайонта ҫĕнĕ шкулта 1500 ача вырнаҫтарма май пулĕ.  Объектри строительство ĕҫĕсене 2024-мĕш ҫул вĕҫлениччен пĕтересшĕн.  Кунта ăс пухакансене вĕрентекенсем наукăпа инженери пайĕнчи ҫĕнĕлĕхсемпе  ытларах паллаштарĕҫ, вăл вара вĕренӳ  тытăмĕнчи тĕп ҫул-йĕрсенчен пĕри пулса тăрӗ. « Спорт, информаци центрĕ, логопед уйрăмĕ, социаллă педагогсем ӗҫлӗҫ. Паянхи куна илес пулсан, объектра строительство ĕҫĕсене вăтамран 13,5 процент туса ҫитернĕ.  Ҫĕр айĕнчи ĕҫсене 80 процентран та ытларах пурнăҫласа ĕлкĕрнĕ», – тесе сăмаха малалла тăснă  Чăваш Республикин вĕренӳ тата ҫамрăксен политикин министрĕ Дмитрий Захаров

РФ Тулаш экономика банкĕ (ВЭБ) патшалăх корпорацийĕпе «ПроШкола» тулли мар яваплă обществăн килĕшĕвне тĕпе хурса  регионта тата тепĕр виҫĕ шкул хута яма плана кĕртнĕ.  Палăртнă объектсенче паянхи куна тӗлне строительство ĕҫĕсене пуҫланă.   

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев Муркаш муниципаллă округӗнчи вăраха тăсăлса кайнă объект пирки чарăнса тăнă. Ача сачĕн проектне халĕ те йĕркеллĕ туса пĕтерменнине палăртнă вăл. «Шăнкăрав» ача садне тума плана кĕрнĕ, пĕтĕмпех йĕркеллĕ пулсан, унта 160 ача вырнаҫтарма пулать.   Ыйтăва Чăваш Республикин Строительство министерствипе Чăваш Республикин Вĕренӳ тата ҫамрăксен политикин министерствине тĕрĕслесе тӑма хушнă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев. Йывăрлăх кăларса тăратнă хăш-пĕр самантсене уҫăмлатма чĕнсе каланă вăл.     «Эсир ĕҫсене хăвăр режима пăхăнса йĕркелесе пыратăр. Енчен те эпир вăхăтра палăртса хунисене пурнăҫа кĕртмесен,  ĕҫсене вăраха ярса туса пырсан ҫитĕнӳ пуласси иккĕленӳллĕ. Тухăҫлăх тени ялан малти вырăнта пулмалла.  Пăтăрмахсем пулмалла мар. Кашни ыйтăва вăхăтра уҫăмлатса пыма пĕлмелле. Кашни эрнере объектсем пирки тĕплĕн хыпарласа тăма хушатăп. Проектсене хатĕрлессипе уйрăмах тимлĕ пулмалла. Экспертиза тухассипе ĕҫсем мӗнле пыни пирки те пĕлтерме ыйтатăп», – тесе асăрхаттарса хăварнă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев.

 



11 апреля 2023
09:13
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter