Шкулсем çĕкленеççĕ, тĕпрен юсанаççĕ

Концесси мелĕпе Чăваш Енре виçĕ шкул çĕкленмелле. Шупашкарта «Хĕвеллĕ», Çĕнĕ Шупашкарта 9-мĕш микрорайонсенче тата Кӳкеçре пĕлӳ çурчĕсем 2024-мĕш çул вĕçĕнче алăкĕсене уçмалла. Паян пур объектпа та килĕшӳ тунă. Çак ыйтăва Правительство çуртĕнче иртнĕ ларура çĕклерĕç.

«Хĕвеллĕ» микрорайонти 1400 вырăнлăх шкула «Стройтрест-3» пĕрлешӳ хăпартать. Проектпа смета хучĕсене экспертизăна янă. Кунта территорие карта тытнă. Çĕр ĕçне 90 процент таранах пурнăçланă. 1100 вырăнлă шкул Çĕнĕ Шупашкарта пурăнакансене савăнтармалла. Паян никĕс ярса пĕтернĕ, сăвай тăратнă. Ĕçсене пурнăçлама хыснара миллиард çурă ытларах тенкĕ хывса хăварнă. Кӳкеçсем те çĕнĕ пĕлӳ çурчĕпе савăнмалла. 825 ачана йышăнĕ вăл.

НИКОЛАЙ ХОРАСЕВ: «Прошколăпа» Чăваш Республики соглашени тунă. Ипотечный корпораци ĕçлеме йышăннă. Субподряда «Регионжилстроя» панă. Паянхи куна 3 кран лартнă, котлован хатĕрленĕ тата ытти материалсем илсе килнĕ, ĕçсем пыраççĕ, план тăрăх шкулне 4-мĕш кварталта 2024-мĕш çулта туса пĕтермелле».

«Вĕрентӳ аталанăвĕ» программăпа килĕшӳллĕн тĕп хулара икĕ шкул хăпартаççĕ. «Сад» микрорайонта республикăра чи пысăк пĕлӳ çурчĕ хута каймалла. Çулла кунта ĕççене вĕçлемелле. Паян пур блокра та строительсене курма пулать. 200-е яхăн çын ĕçлет пулин те хальлĕхе палăртнин 80 процентне çеç пурнăçланă. Кунта тата та хушма ал вăйне кĕртессипе ыйту тăратаççĕ. «Университетский-2» микрорайонта «Тус» пĕрлешӳ шкул çĕклет. Хыснара миллиард та 400 миллион тенкĕ ытларах пăхса хăварнă.



11 апреля 2023
09:31
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter