ЧЭСК республика энергетикине икӗ миллиард тенкӗ ытла инвестици хывать

ЧЭСК республика энергетикине икӗ миллиард тенкӗ ытла инвестици хывать

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев Чăваш Республикинчи энергосбыт компание 65 ҫул ҫитнĕ ятпа саламланă. 

Чăваш Ен Правительствипе Чăваш Енри энергосбыт компанийĕ пĕр-пĕринпе тачă ҫыхăнса ĕҫленине, пысăк калăпăшлă, икĕ миллиард тенкӗ ытла тăракан темиҫе инвестици проектне пурнăҫа кĕртес енӗпе вӑй хунине палăртнă вăл. Паллă,  хăш-пĕр ĕҫсене 2022 ҫулхи ҫĕртме уйăхĕнче алă пусса ҫирĕплетнĕ ĕҫ хучĕпе килĕшӳллĕн пурнăҫласа пынă.  Пĕрремĕш ҫулхине Чăваш Енре энергетика комплексне аталантарса вăй илтерме 123 млн тенкĕлĕх инвестици хывнă.  Халăха пулăшупа тивĕҫтерес ĕҫ пысăк пахалăхпа пурнăҫланса пырать.  Экологи тата спорт енĕпе те сахал мар социаллă пĕлтерĕшлĕ проектсем пурнăҫа кĕреҫҫĕ.     

Энергетика пайĕнче тăрăшакансене ӑшшӑн тав тунӑ Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ. Республикăра энерготытăм хăватлăн вăй илсе пынине асăннă, пысăк технологисен витĕмлĕхĕ пурнăҫа талпăнса кĕнине, промышленноҫпа экономика вӑй-хӑватне вĕсем пысăк витĕм кӳнине каланă вăл.

«Ҫитĕнӳсем предприятире ĕҫлесе тивĕҫлĕ канăва тухнă ветерансемпе мĕнпур ĕҫчен хăйсене шанса панă ĕҫе яваплăха туйса пурнăҫласа пынипе пулса пыраҫҫĕ.  Предприятире 470 ҫын вăй хурать. Вĕсен пысăк та паха ĕҫ опычĕ ыттисемшӗн тĕслĕх вырӑнӗнче, кунти ӗҫченсем хăйсен умне лартнă кирек-епле ыйтăва та туххăмрах татса пама пултарайраҫҫĕ, йывăрлăхсене парăнтарма пĕлеҫҫĕ», – тенĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ. 

Олег Алексеевич Чӑваш Ен энергетикӗсене республикӑн энергетика вӑй-хӑватне ӳстерес тата аталантарас ӗҫе пысӑк тӳпе хывнӑшӑн, авариллӗ лару-тӑрӑва йӗркене кӗртнӗ чухне ырми-канми тата вӑр-вар ӗҫленӗшӗн тав тунă.

Проектсенчен пĕри – регионта электромобильсем валли пысăк хăвăртлăхпа зарядка паракан станци туса хута ярасси. Ҫулталăк вĕҫлениччен регионта тата тепĕр икĕ станцие ӗҫе кӗртме палӑртса хунӑ.

Трансформатор подстанцийӗсен, электричество парса тӑракан кабель тата сывлӑш линийӗсен проекчӗсене тата урама ҫутӑпа тивӗҫтермелли проектсене туса хатӗрлемелли, вӗсене юсамалли тата тумалли ӗҫсем  республикăра ӑнӑҫлӑ пурнӑҫланаҫҫӗ.

Чӑннипех те, вĕсен пысӑк ӑсталӑхĕпе опычĕ тата яваплӑхĕ – республикӑра пурӑнакансен ырлӑхӗн никӗсӗ, предприятисемпе учрежденисен кӑлтӑксӑр ӗҫлевӗн шанчӑклӑ гаранчӗ.

Тепĕр пысăк ҫул-йӗрсенчен пĕри – генерацие аталантарасси.  «Пирĕн ентешĕмĕрӗн, СССР виҫҫĕмĕш космонавчĕн  Андриян Николаевăн тăван тăрăхĕнче, Сĕнтĕрвăрри муниципаллă округĕн Шуршăл салинче, энергоцентр хута яма тĕллев лартнă.  Региона тăнăҫлă аталанса пыма май паракан ҫул-йӗре тытса пыратпăр», – тенĕ сăмаха малалла тăснă май республика Пуҫлăхĕ.  Кун пек энергоцентăра 2024 ҫулта Канаш хулинче те хута яма плана кĕртнĕ, ĕҫ ăнăҫлă пулса пырсан ытти муниципаллă округсенче те пулĕ. Регионта электроэнергипе еплерех усă курнине тĕрĕслесе тăракан интеллектуаллă тытăм  тума шухăшлаҫҫĕ.  Пĕрлехи касса центрĕ  (ЕИРКЦ) пулĕ, вăл пĕтĕмпех паянхи пурнăҫ таппипе тӳр килсе тăрĕ.  Кун пек ҫĕнĕлĕх организацисем хушшинчи ĕҫене тарăнрах пĕлсе тăма пулăшĕ.  

«Республикăри энергосбыт компанийĕн ĕҫне йĕркелесе пыма тытăннăранпах эпир хамăр ума пысăк тĕллевсем лартнă. Мĕнпур ыррине упрама, компанийĕн чи лайăх ĕҫ опытне тĕпе хума, иртнине сумлăн асра тытма, ĕмĕрхи ырă-йăласене чĕртсе тӑратса ҫĕннисем патне ăнтăлма вĕренсе пыратпăр. Паянхи куна илес пулсан, тӗллевсенчен чылайăшне пурнăҫа кĕртнĕ тесен те йăнăшах мар пулĕ.   Чăваш Ен халăх ырлăхĕшĕн яваплăха туйса, таса чунпа ĕҫлесе пыма тăрăшатпăр», – тенĕ хăйĕн сăмахĕнче  «Трансэнергопром»  ГК генеральнăй директорĕ Елена Климашевская, уява пухăннисене  профессире ӳсӗм, ҫирӗп сывлӑх, телей тата кирек мӗнле пуҫарура та ҫитӗнӳсем тума суннă. 

 



12 апреля 2023
09:25
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter