Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Космонавтика кунĕ ячӗпе саламлани

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Космонавтика кунĕ ячӗпе саламлани

Чăваш Республикин хаклă çыннисем!

Сире Космонавтика кунĕ ячĕпе саламлатăп!

Этемлĕх чăтăмсăррăн кĕтнĕ ĕмĕте чи малтан шăпах пирĕн çĕршыв пурнăçланă — 1961 çулхи ака уйăхĕн 12-мĕшĕнче пĕрремĕш космонавт Юрий Гагарин «Восток» караппа тĕнче уçлăхне вĕçнĕ.

Пирĕн республикăшăн, виçĕ космонавтăн тăван кĕтесĕшĕн, ку уяв уйрăмах пĕлтерĕшлĕ.

Совет Союзĕн икĕ хут Геройĕ, космонавтсен пĕрремĕш отрячĕн хастарĕ Андриян Григорьевич Николаев, Николай Михайлович Бударин, Муса Хирамонович Манаров — вĕсем пурте тĕнче уçлăхĕн вĕçĕ-хĕррисĕрлĕхне тĕпчеме май туса панă, пирĕн çĕршыв ку енĕпе те малта пулнине çирĕплетнĕ.

Пирĕн мухтавлă ентешсене кура республикăри шкул ачисем хăпартланнă, халĕ те хавхаланаççĕ. Чăваш Енре çирĕм çула яхăн ĕнтĕ, 2004 çултанпа, Раççейĕн хăйне евĕрлĕхне кăтартакан çамрăк космонавтсен юхăмĕ аталанать. Вăл 20 муниципалитет тата хула округĕсенчи 1200 ачана пĕрлештерекен 48 отрядран тăрать.

Космос отрасльне аталантарассине Чăваш Енри «Çеçпĕл» предприяти вышкайсăр пысăк тÿпе хывать — «Роскосмос» патшалăх корпорацийĕпе çыхăнса ăна кирлĕ продукци туса кăларать.

Çапла майпа пĕр иккĕленмесĕрех: «Чăваш Ен — космос, — теме пултаратпăр. Пирĕн ят-сумлă космонавтсен еткерлĕхне малашне те чыслăн упрăпăр, пысăк ĕçсем тăвăпăр.

СССР космонавт летчикĕн А.Г.Николаевăн çур ĕмĕр каялла йĕкеленнĕ астăвăм комплексĕ пирки те çавнах каламалла. Унта çитес вăхăтра тума палăртнă реконструкци комплекса çĕнĕ варкăш кĕртĕ, Раççей шайĕнче тата ытларах палăрма май парĕ, вăл пĕтĕм тĕнчешĕн илĕртÿллĕ пулĕ. Хăпартма палăртнă планетари те комплексăн инфратытăмне аталантарма пулăшĕ. Вăлах Чăваш Енре космонавтсен çамрăк йышне хатĕрлеме май парĕ.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ                                Олег Николаев



12 апреля 2023
08:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter