«Космоса пӗрремӗш хут вӗҫни – пирӗн технологи суверенитетне сӑнарлать», – палăртнă Олег Николаев

«Космоса пӗрремӗш хут вӗҫни – пирӗн технологи суверенитетне сӑнарлать», – палăртнă  Олег Николаев

Космонавтсен кунне халалласа ирттернĕ мероприятине  Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев, Чăваш Ен Правительствин пайташĕсем, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем, хула  ҫыннисем чылайăн пухăннă, вĕсем Юрий Гагаринпа Андриян Николаев космонавт летчиксен  палăкĕсем умне чĕрĕ чечексем хунă.

Мăнаҫланмасăр майĕ те ҫук, Совет самани тапхăрĕнче тĕнче уҫлăхне пуҫласа вĕҫсе хăпарнă пĕрремĕш космонавт Юрий Гагарин пуриншĕн те тĕслĕх вырӑнӗнче. 

«Хальхи куҫпа пӑхас пулсан тĕнче уҫлăхне вĕҫсе хăпарни вăл вăхăтри  технологи суверенитетне палӑртать.  Сергей Королев хăйĕн ушкăнĕпе пĕрле космос технологине хатĕрленĕ.  Вĕсем тĕнчене ҫын уҫлăха ҫитсе килме пултарнине уҫҫăнах кăтартса пама пултарчĕҫ.  Пирĕн тĕллев вĕсен тĕслĕхне ăша хывса пурăнасси. Хамăра шанса панă ĕҫе яланах яваплăха туйса пысăк шайра туса пыма пĕлмелле. Паянхи пурнăҫ ыйтакан технологисен витĕмлĕхĕпе усă курса кулленех шыравра пулма тăрăшмалла, кашни сферăра ҫĕннине тупса ăна малалла аталантарса пырассишĕн тăрăшмалла», - тесе каланă Олег Николаев

Уҫлăха алла илес енӗпе Раҫҫей малта пыракан ҫӗршыв пулса тăчĕ. Вăл яланах ҫапла пулнă та. Пирĕн халăхăмăр наукăпа техника ăнăҫлă вăй илсе пынипе чăнласах мăнаҫланма пултарать. Пирĕн пиншер ентешĕмĕрӗн курăмлă ĕҫĕсене пула ҫĕршыв тата та хăватлăн аталанса пырать.   Космос отраслӗн аталанӑвне Чăваш Енĕн производствăпа наука, тĕпчев ĕҫĕсенче тăрăшакансем пысăк тӳпе хываҫҫĕ. Вĕсем пурнăҫлакан ĕҫсем пĕтĕмпех пысăк технологисен витĕмлĕхĕсемпе йĕркеленсе пыни никамшăн та вăрттăнлăх мар.

Чăваш Республики ентешĕмĕрсемпе – Андриян Николаев, Николай Бударин, Муса Манаров космонавтсемпе мăнаҫланать.

«Андриян Григорьевич Николаев тĕнчипех паллă  космонавт. Совет саманинче ят-сумлӑ ҫынсенчен пĕри пулса тăнă вăл. Тĕнче уҫлăхне вĕҫнĕ паттăр халӑх асӗнче ĕмĕрлĕхех упранать.  Вăл нихăҫан та хăйĕн тăван тăрăхне манман, Чăваш Ен пирки яланах ырăпа аса илнӗ. Унăн паха енĕ, паттăрлăхĕ ҫитĕнекен ачасене хавхалантарнă. Чылайăшĕ хăйсен пурнăҫне космоспа ҫыхăнтарас тени те ҫакнах ҫирĕплетсе парать пулĕ», - тесе сăмаха малалла тăснă Олег Николаев. Сăмах май, нумаях пулмасть вăл халăхпа «тӳрĕ лини» мелĕпе уҫă калаҫу ирттернĕччĕ, халăхăн ыйтăвĕсене хурав панă май хăй те ача чух космонавт пулма ĕмĕтленнине пĕлтернĕччĕ.

Шупашкарти Андриян Григорьевич Николаев ячӗллӗ пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан 10-мĕш  шкулти 9-мĕш класра вĕренекен Ульяна Малова Чăваш Ен Пуҫлăхне парне  панă.  Ӑна Шуршăл салинчи Асӑну комплексне вырнаҫтарса хума палăртаҫҫĕ. 

Чăваш Енре Байконурта ĕҫленĕ ҫынсен пĕрлĕхĕ пур. Атăлҫи федераци округĕн Чăваш Енри кадет корпусĕ пур, унта кадетсене РФ Сывлăш-космос вăйĕсем валли специалистсем пулма хатĕрлеҫҫĕ.  Республикăри предприятисем космос отраслĕпе тачă ҫыхăнса ĕҫлеҫҫĕ, тĕрлĕ программăсене пурнăҫа кĕртессипе хастар тăрăшаҫҫĕ.    

Палăртса хăваратпăр, пĕлтĕр А.Г. Николаев космонавт летчикӑн Асӑну комплексĕнче  «PROИнтерактивлӑ космос. Цифра мелӗпе туса хатӗрленӗ инновациллӗ интерактивлӑ курав» ятлă ҫĕнĕ проект пурнăҫланнӑ. Вăл Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн грантне тивĕҫнӗ. Музей, сад-парка реконструкцилеҫҫĕ.



12 апреля 2023
15:19
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter