Ҫу уявĕн мероприятийĕсене урăх форматсеме йĕркелĕҫ

Ҫу уявĕн мероприятийĕсене  урăх форматсеме йĕркелĕҫ

Республикăри пысăк предприятисемпе организацисенче ĕҫлекенсене чăрмав кӳрес мар, вĕсен вăхăтне перекетлес тата ĕҫлекен халăха хăрушсăрлăхпа тивĕҫтерес тĕллевпе кăҫал ҫу уйăхĕн 1-мĕшĕнче яланхиллех пулакан пысăк уява ирттерессин форматне улăштарма йышăннă. Ытти ҫулсенче халăх Шупашкарта аслă урампа юрă-ташăпа савăнса утнă пулсан, кăҫал уяв кăштах урăхларах иртесси паллă. Тĕрлĕ темăсемпе ятарлă тӳремсем хатĕрлĕҫ, унта ҫынсем хăйсен ăс-хакăлне пуянлатма пулӑшакан материалсемпе паллашĕҫ.  Чăваш Республикин тĕп хулинче тăватă районта ҫавнашкал тӳремсем хатĕрлӗҫ. Палăртнă кун, енчен  те ҫынсем хăйсен ĕҫ вырăнĕсенче пулаҫҫĕ пулсан, вĕсем валли онлайн-трансляци мелĕпе уҫă калаҫусем ирттерĕҫ. 

Ҫу уйăхĕн 1-мĕшне халалланă уявсене йĕркелесе ирттерес енӗпе ӗҫлекен ĕҫ ушкăнĕн ларăвĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев кун пирки ҫакӑн пек йышăну туса хăварнă.

Кăҫал ҫу уйăхĕн 1-мĕшĕнче халăха аслă урампа уттарас мар текен шухăша «Чӑвашрессовпроф»  профсоюз организацийĕсен Чăваш Енри пĕрлешĕвĕн ертӳҫи  Анатолий Коршунов  сӗннӗ. Вăл кун пирки Чăваш Республикин Пуҫлăхне тата ĕҫ ушкăнне хыпарланă.

Тĕллевĕ тата сăлтавĕ те паллă –  массăллă мероприятисенче халăха хăрушсăрлăхпа тивĕҫтересси.  «Тĕнчере пулса иртекен пăтăрмахсем пире тимлĕрех пулма ыйтаҫҫĕ. Кирек-епле ыйтăва та анлăн тишкермелле,  тивĕҫлĕ йышăнусем туса хăварма тăрăшмалла. Тепĕр тесен, ҫынсенчен нумайăшĕ ҫу уйăхăн 1-мĕшĕнче ĕҫлет. Ку та асӑннӑ сăлтавсенчен пĕри пулса тăрать», – тесе пӗлтернӗ Чăваш Республикин  Пуҫлăхĕ Олег Николаев

Пур-пĕрех уяв тенине манма юрамасть, урăх форматпа пулсан та ăна тивĕҫлĕ шайра йĕркелесе ирттермелле тесе тепĕр хут асăрхаттарса каланă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев.  Мĕнпур ĕҫлекен халăха пӗрлештерекен уявăн пĕлтерĕшĕ пысăк пулнине никамăн та манма юрамасть,  мероприятисене  хастарлăн хутшăнмалла. Пĕр-пĕринпе куҫа-куҫăн курса  уҫҫăн канашлани яланах ҫитĕнӳсем патне ăнтăлма витĕм кӳрет.

Анатолий Коршунов  кăҫал «Ӗҫҫыннисен пӗрлӗхӗ – ҫӗршыв пӗрлӗхӗ» тата «Социаллӑ ӗҫтешлӗх – ҫӗршыври ҫирӗплӗх никӗсӗ» уяв лозунгĕсем пулнине хыпарланă.  

 



13 апреля 2023
08:32
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter