Чăваш Енпе Стратегиллě пуçарусен агентстви пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕҫлемелли ĕҫ хутне алă пусса ҫирĕплетнĕ

Чăваш Енпе Стратегиллě пуçарусен агентстви пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕҫлемелли ĕҫ хутне алă пусса ҫирĕплетнĕ

Ĕҫ хутне Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев тата Стратегиллě пуçарусен агентсвин генеральнăй директорĕ Светлана Чупшева алă пуса ҫирĕплетнĕ. 

 «Пирĕн ĕҫ-хĕле аудит ирттерни питĕ усăллă пулнă пулĕччĕ.  Региона аталантарассинче  Агенство эксперчĕсен паха ĕҫ опытне тĕпе хурса ĕҫлени те аван. Пĕрлехи ĕҫсен тухăҫлăхне ӳстерме эпир сирĕнпе пĕрле ĕҫлеме хатĕр», – тесе каланă хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев.   

Ку пысăк калăпăшлă ĕҫсен пуҫламăшĕ. Килĕшӳ программăсене пурнăҫа кĕртме витĕм кӳрĕ, Чăваш Республикине АСИ проекчĕсемпе ĕҫлеме майсем туса парĕ, Раҫҫейри чи паха   проектсене тĕпе хурса тĕрлĕ ҫул-йĕрпе ăнăҫлă аталанса пыма пулăшĕ.   

Регионти промышленноҫ ӳсĕмне витĕм кӳме пулăшакан килĕшĕве  те алă пусса ҫирĕплетнĕ, республикăра анлă проектсем пурнăҫланса пыраҫҫĕ.

Икĕ ен наци пуҫарăвĕсене пурнăҫа кĕртме калаҫса килĕшнĕ. Социаллă тытăма, технологисене, кадр ыйтăвĕсене, экологи, туризм, промышленноҫа аталантарассипе те чылай проект пурнăҫланать.  Чăваш Республикин инвестици илĕртӳлĕхне ӳстерме сахал мар проект пăхса хăварнă. Ĕҫ климатне ырă енне улӑштарса пырассипе хастар тăрăшаҫҫĕ республикăра. Регионсем хушшинчи ĕҫлĕ ҫыхăнăва сарассипе тимлĕ тăрăшни те куҫ кĕретех. Ачасемпе ҫамрăксен пултарулăхне аталантарма 11 ҫул-йĕрпе паха проектсем плана кĕртсе хăварнă.  

«Ытти регионсенче тухăҫлăхпа палӑрнă проектсемпе ĕҫлесе пыма сĕнĕпĕр.  Ăнăҫлă пулсан, тен, Чăваш Енре те вĕсене пурнăҫа кĕртме май пулĕ. Пахалăхлă медицина пулăшăвĕпе тивĕҫтерессин кăтартăвне лайăхлатса пырас ыйту кун йĕркинчех тăрать. Пурнăҫ ыйтакан ҫĕнĕ технологисен витĕмлĕхне тĕпе хума тăрăшмалла. Вĕренӳре, социаллă тытăмра, экологире пахалăх шайне ӳстерсе пырассишĕн вăй хумалла.  Ҫаксем пĕтĕмпех региона хакласси ҫине витĕм кӳреҫҫĕ», – тесе каланă хăйĕн сăмахĕнче Светлана Чупшева.  

Алă пусса ҫирĕплетнĕ килĕшӳ пĕрлехи ĕҫсен планне пурнăҫа кĕртме май парĕ.

Асăннă пунктсенчен пĕри инвесторсене явăҫтарассипе ҫĕнĕлĕхсене тĕпе хуракан пĕрлехи ĕҫ пулма пултарать.  

Чылай кăтартупа республика Раҫҫейри пĕтĕмĕшле вăтам кăтартуран  лайăхрах ĕҫлесе пырать.

Тӗслӗхрен, строительство ĕҫĕсене пуҫлама ирĕк парас тӗлӗшпе ҫĕнĕлĕхсем вăя кĕнĕ.  Калăпăр, ҫирĕплетнĕ йĕркепе маларахри тапхăрсенче ĕҫ хучĕсене 100 кун хушшинче туса ҫитермелле пулнă пулсан, халĕ республикăра документсене 40 кун хушшинче пĕтĕмпех хатĕрлесе параҫҫĕ.   Ку кăтарту Раҫҫейре вăтамран 75 кун хушшинче пулса пырать.  Ҫĕр лаптăкĕсене кадастр учетне тăратассипе ҫăмăллăхсем пур. Маларахри тапхăрта ĕҫ хучĕсене 37 кун хушши йĕркене кĕртсе пынă пулсан, халĕ ку кăтарту 22 куна ҫитнĕ. Пĕр сăмахпа каласан, вак тата вăтам предпринимательлĕхе аталантарма хăтлă условисем йĕркелесе пани куҫ кĕретех. Укҫа-тенкĕ енчен те патшалăх сахал мар тĕрев парать. 

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ хăш-пĕр ҫул-йĕрсемпе аталану ӗҫне вăйлатса пымаллине асăннă.  Чи малтанах тĕрлĕ ресурссемпе тивĕҫтерекен организацисемпе килĕшсе ĕҫлессин тухăҫлăхне вăйлатмаллине палăртнă вăл.   Хăш-пĕр ыйтусемпе Чăваш Республикин Правительстви ĕҫе пуҫланă. Калăпăр: шыв, электросеть хуҫалăхĕнче ҫĕнĕлĕхсене пунăҫа кĕртсе пыма тытăннă, реформа текен ăнлав малти вырăна тухса пырать.  

«Хула хутлăхне аталантарас ĕҫ-хĕлре информаци тытăмне тĕпе хурса пыма тĕллев лартнă. Чылай ĕҫе цифра мелӗ ҫине куҫарса пыни сисĕнет. Пулăшусене кӳрекен вăхăт  кĕскелет. Тепĕр ыйту – бизнес шухăш-кăмăлне пĕлсе пырасси. Ҫĕрсене арендăна илессипе те Чăваш Енĕн кăтартăвĕ ыттисемшĕн тĕслĕхре.  Ыйтăм кăтартăвĕсем тăрăх, пур-пĕр хăш-пĕр ҫитменлĕхсем пур, вĕсене пĕтерессишĕн республикăра ҫине тăрсах ĕҫлеҫҫĕ», – тесе пĕлтернĕ Олег Николаев.    

Наци рейтингĕнче Чăваш Республики  инвестици илĕртӳллĕхăн кăтартăвĕпе 2022 ҫулта 17-мĕш вырăн йышăннă ( 2015 ҫулта – 9-мĕш, 2016 ҫулта ­– 6-мĕш, 2017 ҫулта – 2-мĕш, 2018 ҫулта – 8-мĕш, 2019 ҫулта – 11-мĕш, 2020 ҫулта  – 38-мĕш, 2021 ҫулта – 13-мĕш вырăна тухнă).

Тепĕр пысăк ҫул-йĕр – республикăра пурăнакансен пурнăҫ условийĕн шайне лайăхлатса пырасси.     

АСИ рейтингĕнче Чăваш Республики икĕ ҫул хушши ĕнтĕ малта пыракансен йышĕнче тăрать. Пурнăҫ пахалăхĕн шайĕ пирĕн республикăра лайăх пулни куҫ кĕретех, паллă, ку пĕтĕмпех регион лайăх аталанса пынине ҫирĕплетет.

«Пирĕн ĕҫсем Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕ палăртнă тĕлевсене пурнăҫа кĕртессипе пĕтĕмпех ҫыхăнса тăраҫҫĕ.  Эпир республикăра пурăнакансем валли хăтлă условисем пулччăр тесе хамăртан мĕн килнине пĕтĕмпех туса пама тăрăшăпăр. АСИ пирĕн республика Правительствин ĕҫне пысăка хурса хаклани – ӳлĕмрен кăтартусене тата лайăхрах туса пыма, хавхаланса ĕҫлеме вăй-хăват хушать», – тесе каланă Олег Николаев.

Ҫĕнĕ вăхăт валли вăйлă пуҫарусем формулăна тĕпе хурса,  халăхăн пурнăҫ условийĕн шайне лайăхлатас тесе, экономикăна вăйлатма чылай кăсăклă предложенисем пуррине те пĕлтернĕ Олег Николаев.   

2022 ҫулта 147 пуҫаруллă проекта шута илнĕ. «Регионта пурăнакансем кăҫал  та ку ĕҫе хастар хутшăнассине шанатпăр. Экологи, ял хуҫалăхпе, электротехника, машинăсем тăвассипе  кăсăклă проектсем пуласа ĕненетпĕр. Ĕҫсене искусствӑлла интелекта тĕпе хурса йĕркелесе пыма тăрăшатпăр»,  – тесе пĕлтернĕ вăл.  

Раҫҫейĕн перспективлă бренчĕсем конкурс пирки сăмахланă май, Олег Николаев Чăваш Ен пилĕк номинацие хутшăнасса хыпарланă.    Чăваш хăмли, шăрттан, «АККОНД» пылак ҫимĕҫĕсем, «Букет Чувашии», «Етĕрнесĕт», «Меладо», «Романа», «Экра», «ЧЕТРА», «Текстильмаш», «Ҫеҫпĕл» тата «Абат» предприятисен таварĕсем тивĕҫлĕ вырăн йышăнасса каланă.   

Тĕрлĕ ыйтӑва тарăн пăхса тухнă май, Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев АСИ генеральнăй директорне Шупашкарта пулакан экономика форумне йыхравланă. Мероприятие йăлана кĕнĕ тăрăх, Республика кунĕнче йĕркелесе ирттерме плана кĕртнĕ. Раҫҫей регионĕсен тĕрленĕ карттисен фестивалĕ пуласса асăнă,  уява килсе курма сĕннĕ.       



14 апреля 2023
11:34
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter