Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Христосӑн Ҫутӑ Чӗрӗлӗвӗ ячӗпе саламлани

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Христосӑн Ҫутӑ Чӗрӗлӗвӗ ячӗпе саламлани

Чӑваш Енӗн хисеплӗ ҫыннисем!

 Сире Христосӑн Ҫутӑ Чӗрӗлӗвӗ ячӗпе саламлатӑп! Ҫак аслӑран та аслӑ уяв ӑс-хакӑл ҫӗнелӗвӗн тата пурнӑҫ ҫӗнтерӗвӗн сӑваплӑ палли шутланать. Вӑл ҫитессе православи тӗнне тытакан христиансем чӑтӑмсӑррӑн кӗтеҫҫӗ.

Ҫутӑ Мӑнкун уявӗн пархатарлӑ хаклӑхӗсем пиртен кашнинех ырӑрах та тараватлӑрах тата хӗрхенӳллӗрех пулма вӗрентеҫҫӗ.

Христос Чӗрӗлсе тӑнӑ кун пире ӗненӳ, Раҫҫей халӑхӗн ӑс-хакӑл тымарӗ пулнӑ май, йывӑрлӑхсенче яланах пӗрлештернине тата Тӑван ҫӗршывӑмӑр интересӗсене хӳтӗлес ӗҫре иксӗлми вӑй пулса тӑнине аса илтерет.

Чӑн ӗненӳ тата Раҫҫее чунтан юратни пире хамӑр ҫул ҫинчи хальхи йывӑрлӑх-семпе чӑрмавсене ҫӗнтерме пулӑшса пыччӑр.

Ҫак ҫутӑ уяв сирӗн килӗрсене телейпе савӑнӑҫ тата ырлӑх илсе килтӗр, пирӗнтен кашнинчех ӗмӗрхи хаклӑхсен ырӑлӑхне ҫирӗплеттӗр. Сирӗн чӗрӗрсем ҫак сӑваплӑ кунӑн ҫутипе тата ӑшшипе тулса пуянланччӑр. Пурсӑра та сывлӑх, ӑраскал тата юрату сунатӑп!

 

Чӑваш Республикин   Пуҫлӑхӗ                               Олег Николаев

 

 



16 апреля 2023
07:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter