Энерги перекетлемелли программа 2022 ҫулта Чаваш Ене 250 миллион тенкӗ перекетлеме май панă

Энергие перекетлемелли программа  экономикăн тухăҫлăхӗ ҫине витĕм кӳрет,  вӑл 180 млн тенкӗ перекетлеме  май панă, ҫакӑ 2021 ҫулхи кăтартуран 39 процент нумайрах.

2022 ҫулта энергие промышленноҫ сферинче пуринчен ытла перекетленӗ (142 млн тенкĕ), топливăпа энергетика комплексĕнче (63 млн), бюджет сферинче (5 млн), ял хуҫалăх тытăмĕнче (3 млн тенкĕ ытла), ЖКХра (1 млн тенкĕ) чухлӗ. 

Чăваш Республикин Правительствипе муниципалитетсем асăннă  ҫул-йĕрпе тахҫантанпах ĕҫлесе пынине асӑннă хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев. «Палăртнă мĕнпур мероприятине графикпа килĕшӳллĕн вăхăтра пурнăҫа кĕртсе пыма тăрăшмалла.  Кăштах юлса пыракансене малтисене хуса ҫитме ыйтатăп», - тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май.

РФ Федерацин 2009 ҫулхи чӳк уйăхĕн 23-мĕшĕнчи  261 №-лĕ саккунĕн 16 статйипе  килĕшӳллĕн патшалăх влаҫӗн органĕсен, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен, патшалăх тата муниципаллă учрежденисен ҫулсерен энергоресурссемпе усă курни пирки деклараци тăратмалла, вĕсене пĕтĕмпех патшалăхăн информаци системинче вырнаҫтармалла. Ку ĕҫе Чăваш Республикин Вĕренӳ тата ҫамрăксен политикин министерстви туллин туса ҫитереймен, ҫавăн пекех Вăрнар, Хĕрлĕ Чутайсем те кайрисен йышĕнче.  

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн хушăвĕпе килĕшӳллĕн муниципалитетсемпе хула округĕсен пуҫлăхĕсен муниципалитетсен шайĕнче энергие перекетлемелли  ятарлă программа туса хатĕрлемелле пулнă. «Черетлӗ утăм вара – программăпа хастар ĕҫлесе пырасси. Ку ĕҫе 2023 ҫулхи авăн уйăхĕн 1-мĕшĕччен йĕркелесе ҫитермелле», – тесе каланă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев.  

Чăваш Республикин промышленноҫпа энергетика министрĕ Александр Кондратьев пĕлтернĕ тăрăх, республикăра ку ĕҫе икĕ муниципалитетра пуҫланă та ӗнтӗ. «Вăтамран ĕҫе йĕркелесе ҫитерме 20 кунран пуҫласа 40 кун иртет. Паллă, енчен те муниципаллă округра учрежденисен йышĕ нумай пулсан, ҫав вăхăт вăраха тăсăлма пултарать»,  тесе хыпарланă вăл.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев энергине перекетлес енӗпе йышăнакан программăна хуҫалăх ĕҫ-хĕлĕпе ҫыхăнтармаллине, кашни муниципалитетри учрежденисене шута илмеллине каланă. «Пирĕн кашни учрежденийĕн ĕҫ-хĕлĕ пирки лайăх пӗлсе тӑмалла, вĕсен тĕллевне шута илмелле. Бюджетран кĕмен укҫа-тенкĕпе епле усă курнине, хăйсем умне лартнă тĕллевсене туллин пурнăҫа кĕртнипе кĕртменнине те тĕпрен тишкермелле», тенĕ вăл.  

Паянхи кун тĕлне пирĕн республикăра 1 569 учреждени. Вĕсем пурте вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе Чăваш Республикин ĕҫ тăвакан влаҫ органĕсене пăхăнса тăраҫҫĕ. 

2022 ҫулта энергие перекетлемелли программăна тĕпе хурса Чăваш Республикин топливăпа энергетика балансне 2030-мĕш ҫулччен ҫирĕплетнĕ. Мероприятисен планĕ пур,  вĕсене туллин пурнăҫа кĕртсе хăварассишĕн ҫине тăрсах ĕҫлемелле. 



17 апреля 2023
16:22
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter