Чӑваш Ен – радиоэлектроника тата электротехника промышленноҫӗн тӗп регионӗ

Чӑваш Ен – радиоэлектроника тата электротехника промышленноҫӗн тӗп регионӗ

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев кун пирки «РЕЛАВЭКСПО-2023» форума уҫнă чухне каланă.

Унăн форума ҫулсерен йĕркелесе ирттерме сӗнекен шухăшне Раҫҫей Федерацийĕн энергетика министрĕн ҫумĕ Эдуард Шереметцев хапăл туса йышăннă.  «Питĕ лайăх, профессионалсене пĕр чăмăра пухса пĕр-пĕрин шухӑшне пĕлме май паракан ятарлă вырăн тупăнни паха ĕҫ опычĕпе паллашма та пулӑшать», - тесе каланă министр ҫумĕ.  

«Электротехника промышленноҫĕпе радиоэлектроника енĕпе Чăваш Ен чăнласах та ыттисемшĕн ырă тĕслĕх пулса тӑрать. Палăртма кăмăллă, ҫĕршывра туса кӑларакан ҫавнашкал таварсен 70 проценчĕ пирĕн тăрăхра тирпейленсе тухать.  Вӗсене туянас текенсен йышĕ те сахал мар», - тенĕ вăл. 

Раҫҫей экономикин пуласлăхне промышленноҫ епле аталанса пынинчен те хаклама пулать. Кун пирки тепĕр хут палăртсах каланă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ. Шалти тата тулашри рынокра тивĕҫлĕ вырăн йышăнас тесессĕн пысăк технологисене тĕпе хурса ĕҫлемеллине асăннă ертӳҫĕсем.

«РЕЛАВЭКСПО-2023»  курав тата наукăпа практика конференцийӗ регионта ака уйăхĕн 18-мĕшĕнчен пуҫласа ака уйăхĕн 21-мĕшĕччен иртет. Мероприятине виҫĕ пин ытла специалистпа 366 компани хутшăнма кăмăл тунă. Пирĕн республикăна РФ 68 регионĕнчен пысăк ӑсталӑхлӑ профессионалсем килнĕ, ҫавăн пекех хăнасем Беларуҫрен, Таджикистанран тата Кыргыстанран чылайăн пухăннă.    

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Ен Правительствипе производство предприятийĕсем пĕр-пĕринпе тачă ҫыхăнса ĕҫленине асăннă, тĕрлĕ тӗпчев ĕҫĕсене хутшăнса, ку чухнехи проектсене пурнăҫа кĕртессипе хастар ĕҫленине пĕлтернĕ. «Энергине перекетлекен регион» пысăк калăпăшлă проектпа лайăх ĕҫленине хыпарланă Пуҫлăх. Шупашкарти Ҫĕнĕ хула микрорайонта «энергине перекетлекен район» проект ăнăҫлă пурнăҫланать.  Палăртма кăмăллă, ҫитĕнӳсем те ҫук мар. Патшалăх политикине пурнăҫа кĕртнине палӑртакан рейтингра Чăваш Ен 11-мĕш вырăн йышăннă.  Ытти енӗпе те республика тĕслĕх  вырӑнӗнче шутланать.

Раҫҫей Федерацийĕн энергетика Министрĕн ҫумĕ Эдуард Шереметцев хăйĕн сăмахне малалла тăснă май, реле хӳтĕлевĕ валли кирлĕ пек мĕнпур хатĕрсене йĕркелесе ҫитернине асăннă. Наука шкулĕсем, пысăк квалификациллĕ кадрсем ыттисене хăйсен паха ĕҫ опычĕ пирки каласа кăтартма яланах хатĕррине те палăртнă вăл.  

Тĕллевсем тата та пуррине палӑртнӑ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев.   Экономика шайне ӳстерес, электронлă компонентсен базине йĕркелесе ярас, тĕрлĕ хатĕрсене тирпейлеме май паракан производствăсем уҫас ыйтусем те кун йĕркинчех пулнине хыпарланă республика Пуҫлăхĕ.

Чăваш Республикинчи предприятисемпе организацисем импорта улăштарассипе хастар ĕҫленине каланă вăл сăмаха малалла тăснă май.  Чылай предприятине РФ Минпромторгĕн реестрне кĕртнине асăннă, «Россети» ПАОпа тачă ҫыхăнса ĕҫлени ҫинчен те пĕлтернĕ Олег Николаев.

 Сăмах май, Чăваш Ен предприятийĕсем патшалăх пулăшăвĕпе хастар усă курнине палӑртса хӑварнӑ. 

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев производствăри ĕҫ тухăҫлăхне ӳстерсе пымалли пирки сăмах пуҫарнă, экспорта ӳстерес ыйту та кун йĕркинчех пулнине асăннă.  Пĕр сăмахпа каласан, регионта промышленноҫа аталантарса пыма хăтлă условисем йĕркеленине, инфратытăм ҫирĕп пулнине, тарăн пĕлӳллĕ специалистсем пуррине, пысăк технологисен витĕмлĕхне те палӑртса хӑварнӑ.

Паян Чăваш Республикин Пуҫлăхĕпе Олег Николаевпа пĕрле РФ энергетика министрĕн ҫумĕ Эдуард Шереметцев тата ытти сумлă хăнасем электротехника таварĕсен куравĕпе тĕплĕн паллашнă, ҫĕнĕлĕхсене курса ĕненнĕ.  Анлă канашлу иртнĕ, тĕрлĕ экскурсисем пулнă, хăнасем республикăри электротехника предприятийĕсене ҫитсе курнă, вĕсен ĕҫĕсемпе тĕплĕнрех паллашнă. 

 



18 апреля 2023
18:09
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter