Хутса ӑшӑтмалли ҫĕнĕ тапхăр валли Чӑваш Енре 140 ҫухрăм тăршшĕ юрăхсăра тухнӑ газ тата шыв пăрăхĕсене улӑштарӗҫ

Хутса ӑшӑтмалли ҫĕнĕ тапхăр валли  Чӑваш Енре 140 ҫухрăм тăршшĕ юрăхсăра тухнӑ газ тата шыв пăрăхĕсене улӑштарӗҫ

Ҫак кăтартусем пирки Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев кашни эрнере ирттерекен ĕҫлĕ планеркăра каланă. Регионта 2023-2024-мĕш ҫулсенчи хутса ăшăтмалли тапхăра хатĕрленес ыйтăва канашлура тĕплĕн  пăхса тухнă.

2023-2024-мĕш ҫулсенчи хутса ăшăтмалли тапхăра хатĕрленнӗ май, пĕтĕмпе  ăшăпа тивĕҫтермелли юрăхсăра тухнă 27 кăмакана тĕпрен юсама тĕллев лартнă. Кунсăр пуҫне  140 ҫухрăм тăршшĕ юрăхсăра тухнӑ газ тата шыв пăрăхĕсене ҫĕннисемпе улăштарма палăртнă.  Пурăнмалли ҫурт-йĕрпе коммуналлă хуҫалăх, социаллă пурнӑҫ сферисенчи объектсенче палăртнă мĕнпур ĕҫсене 2023 ҫулхи юпа уйăхĕн 15-мĕшĕ тĕлне вĕҫлеме хушнă. 

Лицензисем пулманнине, хăрушлăх кăларса тăратма пултаракан хăш-пĕр объектсенче специалистсене вĕрентсе ҫитерменнине пула республикăри Пăрачкав, Шупашкар, Шăмăршă муниципалитечӗсем хутса ăшăтмалли тапхăра хатĕрленсе ҫитнине ҫирĕплетекен акта тата паспорта илеймен.  Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев асӑннӑ муниципалитетсен пуҫлăхĕсене эрне хушшинче тивĕҫлĕ хурав пама хушнă.

Нумай хваттерлĕ ҫуртсенче халăх усă куракан обществăлла вырăнсенче йĕрке тăвассипе ҫыхӑннӑ ыйту та кун йĕркинчех тăрать. Халăх сĕнĕвне шута илсе вырăнти влаҫсене право хуралĕнче тăрăшакансемпе пĕрле ҫирĕп йĕрке тума чĕнсе каланă, кирлĕ пулсан, ведомствăсем хушшинчи ĕҫ ушкăнне йĕркелеме сӗннӗ.

«Мĕнпур хатĕрсемпе тĕллевлĕн усă курмалла, регламента пăхăнмалла.  Ҫуртсенче пурăнакансен сĕнĕвĕсене шута илмелле, хăрушсăрлăх  ыйтăвĕ малти вырăнта пулмалла. Ӗҫене уйăх хушшинче тишкерсе тухар.  Кирлĕ пулсан вара,  тен,  право хуралĕнче тăрăшакансемпе пĕрле ĕҫ ушкăнне йĕркелĕпĕр», – тесе каланă Олег Николаев сăмаха малалла тăснă май.  

Чăваш Республикин строительство министрĕн пĕрремĕш ҫумĕ Владимир Максимов регионти ҫурт-йĕр фончĕ муниципаллӑ округсемпе хула округĕсенче коммуналлă пулăшусемпе  вăхăтра тата тивĕҫлĕ шайра тивĕҫтерсе пынине, хутса ăшăтмалли системăсем республикăра аван ĕҫленине пĕлтернĕ.

Хутса ăшăтмалли тапхăрта, енчен те ăнсăртран кăлтăксем сиксе тухсан, халăх валли «тӳрĕ лини» мелĕпе уҫă калаҫу йĕркеленине асăннă ведомство министрĕн пĕрремĕш ҫумĕ. Палăртма кăмăллă, «тӳрĕ лини» мĕнпур муниципалитетра, ҫавăн пекех Чăваш Республикин Строительство министерствинче пĕр кăлтăксăрах ĕҫленĕ. Чăваш Республикин Патшалăх ҫурт-йĕр инспекцийĕ тата ыттисем те  асăннă ыйтăва ҫирĕп тĕрĕслесе тӑнӑ, кирек епле йывăрлăха та вĕсем вăхăтра тата туллин уҫăмлатнă. 

«Чăваш Енре ҫурт-йĕрпе коммуналлă хуҫалăх пайĕ аван ĕҫлет. Питех йывăрлăхсем пулман.  Мониторинг кăтартăвĕсем тăрăх, 2022 ҫулхи авăн уйăхĕн 22-мĕшĕнчен пуҫласа 2023 ҫулхи ака уйăхĕн 11-мĕшĕччен коммуналлă хуҫалăх сферинче пĕтĕмпе 728 авари пулнă тĕслĕхе шута илнĕ. 2021/22 ҫулсенче ку кăтарту 722-пе танлашнă», - тесе хыпарланă Владимир  Максимов

Ҫĕмĕрлепе Куславккара, Улатăрта инфратытăма ҫĕнетессипе хастар ĕҫлеҫҫĕ. Коммуналлă хуҫалăх объекчӗсене тĕпрен юсав ирттерме плана кĕртсе хăварнă. Хутса ăшăтмалли тытăмра 2022-2024-мĕш ҫулсенче пĕтĕмпе 127 ҫухрăм тӑршшӗ пăрăхсене ҫĕнетсе улăштарма тĕллев лартнă, вĕсене пурнăҫлама 2,25 млрд тенкĕ уйăрнă. 

Хĕрлĕ Чутай тăрăхĕнче шыв башни ӳкни пысăк шăв-шав ҫӗкленӗ. Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев коммуналлă хуҫалăх сферинчи объектсене хăрушсăрлăхпа тивĕҫтермелли йĕркесемпе нормăсене пăхăнса пыма тăрăшмалли пирки асăрхат-тарнă.  Ыйтăва уҫăмлатнă май, асăннă округăн администрацийĕн пуҫлăхĕ Николай Михопаров кăҫал специалистсем шыв башнине юсас ĕҫе пуҫӑннине пĕлтернĕ.  Пăтăрмах йĕркене ҫирĕп пăхăнса ĕҫлеменнипе пулнине асăннă вăл. «Объекта специалистсем тӗплӗн тишкереҫҫĕ, хуравне тупма шантараҫҫĕ», – тенĕ вăл.

Строительство ĕҫне пурнăҫланă чухне хăрушсăрлăх пирки манмалла мар.  Йĕрке тени пур ҫĕрте те ҫирӗп пулмалла. «Объектсем вăхăтра пулччăр тесе эпир хамăр енчен укҫа-тенкĕ куҫарса паратпăр.  Строительство нормине пăхăнмалла, хăрушсăрлăхпа тивĕҫтермелле.  Кăлтăк сиксе тухас пулсан вырăнти пуҫлăхсен тӳрех кам патне пымаллине, объектсене модернизацилессипе ҫыхăннă ĕҫсенче хăрушсăрлăхпа тивĕҫтерес тӗллевпе мĕн-мӗн тумаллине лайăх пӗлсе тӑмлла»,  – тесе каланă  Пуҫлăх. 

 



18 апреля 2023
11:46
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter