Чăваш Республикин Хăй тĕллĕн ҫӳрекен машинăсен тата ытти техникăн техника юсавлăхне асăрхаса тăракан патшалăх инспекцине 65 ҫул ҫитнĕ ятпа Олег Николаев саламланă

Чăваш Республикин Хăй тĕллĕн ҫӳрекен машинăсен тата ытти техникăн техника юсавлăхне асăрхаса тăракан патшалăх инспекцине  65 ҫул ҫитнĕ ятпа Олег Николаев саламланă

 Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев хăйĕн сăмахĕнче мероприятине пухăннисене ăшшăн саламланă,  Чăваш Республикин Хăй тĕллĕн ҫӳрекен машинăсен тата ытти техникăн техника юсавлăхне асăрхаса тăракан патшалăх инспекцийĕнче  тăрăшакансем  ял хуҫалăхĕнче вăй хуракансене пысăк ҫитĕнӳсем тума витĕм кӳнине асăннă. Ял хуҫалăхĕнче ĕҫлекенсемпе вĕсем пĕр-пĕрне пулăшса, тачă ҫыхăнса вӑй хунине, ял хуҫалăх аталанăвне витĕм кӳрекен патшалăх программине пурнăҫа кĕртсе пыма та хастар хутшăннине каланă вăл сăмаха малалла тăснă май. «Енчен те техника юсавлă пулсан, ҫурхи тата кĕрхи ĕҫсене  вăхăтра пурнăҫлама пулать, тухăҫлăх пысăк пуласси те никама та иккĕлентермест», – тенĕ  вăл.  

Юлашки ҫулсенче ял хуҫалăхне патшалăх енчен  сахал мар тĕрев куҫнине, хуҫалăхсенче тăрăшакансем пысăк технологисен витĕмлĕхне тĕпе хурса ĕҫленине, техника паянхи пурнăҫа тивĕҫтернине асăннă.  Ҫанталăкăн кирек-епле условийĕсенче те ҫĕр ĕҫченĕсем яваплăха туйса тӳрĕ кăмăлпа ӗҫленине уйрăммăн палăртса хăварнă.    

Паянхи куна илес пулсан, Чăваш Республикин Хăй тĕллĕн ҫӳрекен машинăсен тата ытти техникăн техника юсавлăхне асăрхаса тăракан патшалăх инспекцийĕ  социаллă пĕлтерĕшлĕ виҫĕ тĕрлĕ пулăшу парать. Тĕрлĕ техника тăрăмне тĕрĕслесе тӑрать, специалистсене вĕрентсе хатӗрлет, удостоверенисемпе тивĕҫтерет.  Ҫулталăкне вĕсем вăтамран 25 пине яхăн пулăшу параҫҫĕ.

Чăваш Республикин Хăй тĕллĕн ҫӳрекен машинăсен тата ытти техникăн техника юсавлăхне асăрхаса тăракан патшалăх инспекцийĕн ертӳҫи  Владимир Димитриев хăйĕн сăмахĕнче ведомство цифра трансформацийĕ ҫине куҫассипе хастар ĕҫленине пĕлтернĕ. Кăтартусем аван тесе сăмаха малалла тăснă вăл.   Патшалăх пулăшăвĕсен Пĕрлехи порталĕнче вĕсем халăха 90 процента яхăн электронлă майпа пулăшу параҫҫĕ. Кирлĕ пулсан, пулăшусемпе вырăна тухса тивĕҫтерме вĕсен яланах оргтехника хатĕр тăрать.  «Хăй тĕллĕн ҫӳрекен машинăсемпе ҫӳреме 2023 ҫултан пуҫласа электронлă паспортпа тивĕҫтерет пирӗн ведомство.  Хут тени кая юлнă. Тракторпа тата машинăпа ҫӳреме ирĕк паракан  удостоверенисене ӳлĕмрен электронлă майпа пама тытăнăпăр», – тесе  каласа хăварнă ертӳҫĕ.

Ведомствăн тепĕр тĕп ҫул-йĕрĕсенчен пĕри – аттракционсемпе усă курнă чухне хăрушсăрлăхпа тивĕҫтересси. Юсавлă техникӑпа кăна усă курма юрать.  Кун пирки пурин те лайăх ăнланмалла, йĕрке тени пур ҫĕрте пулмалла.

«Ку ҫул-йĕр тин ҫеҫ вӑя кĕрсе пырать-ха. Норматив базине йĕркене кĕртсе пыратпăр.  Тĕрлĕ канусенче техника таврашĕпе усă курас тесессĕн ҫирĕп йĕркене пăхăнмалла.  Ачасен тата вĕсен ашшĕ-амăшĕн кăмăлне пăсмалла мар.  Хăрушсăрлăх ăнлав малти вырăна тухмалла.  Уявсен яланах пурне те савăк-кăмăл ҫеҫ парнелемелле, пăтăрмахсем пулмалла мар», – тесе тепĕр хут асăрхаттарса каланă хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев

 



19 апреля 2023
10:40
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter