Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Халӑха ӗҫпе тивӗҫтерекен сферӑн ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Халӑха ӗҫпе тивӗҫтерекен сферӑн ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани

Халӑха ӗҫпе тивӗҫтерекен сферӑн хисеплӗ ӗҫченӗсем тата ветеранӗсем!

Професси уявӗпе – Ӗҫпе тивӗҫтерекен служба ӗҫченӗн кунӗ ячӗпе саламлатӑп!

Сирӗн ӗҫӗр професси кӑна мар, пурнӑҫра йывӑр лару-тӑрӑва лекнӗ ҫынсене пулӑшма хистекен чун туртӑмӗ те.

32 ҫул хушши эсир ӗҫсӗрлӗхпе кӗрешмелли тата патшалӑх пулӑшӑвӗ кирлӗ ҫынсене пулӑшу кӳмелли шанчӑклӑ вӑй пулса тӑратӑр.

Эсир ырми-канми тӑрӑшнине пула Чӑваш Ен ӗҫ рынокӗнчи лару-тӑру ҫирӗп шайра тӑрать. Пӗлтӗр эсир 30 пин ытла ҫынна ӗҫе вырнаҫма пулӑшнӑ, республикӑра ӗҫе вырнаҫтарнин кӑтартӑвӗ 80 ытла процентпа танлашнӑ. Ҫакӑ регион аталанӑвне тата кунта пурӑнакан ҫынсен пурнӑҫне лайӑхлатас ӗҫе хывнӑ пысӑк тӳпе шутланать.

Халӑхӑн хӳтлӗхсӗр ушкӑнӗсене  –  инвалидсене, ватӑ ҫынсене, пӗчӗк ачисене пӑхса ҫи­тӗнтерекен хӗрарӑмсене, вӗренӳ организацийӗсенчен вӗренсе тухакансене  ӗҫпе тивӗҫтерме пулӑшасси те пӗлтерӗшлӗ тӗллевсен шутӗнче, вӗсене те эсирех ӗҫ рынокӗнче хӑйсен вырӑнне тупма пулӑшатӑр.

Пурсӑра та пурнӑҫра иксӗлми вӑй-хал, яланах ҫӗннине шырама, ӑнӑҫлӑ та пултаруллӑ ӗҫлеме, сывлӑх тата телей сунатӑп!  

Чӑваш Республикин

            Пуҫлӑхӗ                                                                                                        Олег Николаев

 

 



19 апреля 2023
10:01
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter