Ҫамрӑксемпе ĕҫлекен тытăма Чӑваш Ен Пуҫлăхĕн Управленийӗ шайне ҫити ӳстерӗҫ

Ҫамрӑксемпе ĕҫлекен тытăма Чӑваш Ен Пуҫлăхĕн Управленийӗ шайне ҫити ӳстерӗҫ

И.Я. Яковлев ячĕпе хисепленекен Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче  ака уйăхĕн 18-19–мĕш кунĕсенче Раҫҫейри «Пĕлӳ» обществин  «Пĕлӳ тата Карьера» ятлӑ форумӗ иртнĕ, унта Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев хутшăннă,  Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн Управленийĕ шайĕнче ҫамрăксемпе ĕҫлекен ҫĕнĕ тытăм йĕркеленесси ҫинчен  ырӑ хыпар пӗлтернӗ. 

«Ҫамрăксен политикине ҫĕнĕ статус пани пысăк пĕлтерĕшлĕ.  Эпир ăна Чăваш Республикин Вĕренӳпе ҫамрăксен политикин министерствинче куратпăр,  ҫамрăксемпе ĕҫлекен Чăваш Ен Пуҫлăхĕн ҫĕнĕ Управленине йĕркелеме плана кĕртнĕ.  Кĕҫех ĕҫ хучĕсене туллин йĕркелесе ҫитерĕпĕр, ҫитес кунсенче  вӗсене алă пусса ҫирĕплетĕпĕр. Ыйтӑва куҫ умӗнчех тытӑпӑр», – тесе каланă хăйĕн сăмахĕнче республика Пуҫлăхĕ Олег Николаев, ҫавӑн пекех вӑл кăҫал «Чăваш Ен ҫамрăкĕсем» ятлă патшалăх программи  пурнăҫа кĕрессине хыпарланă.

Ҫамрăксемпе ӗҫлессине хастартарах йĕркелеме 2023 ҫулта муниципалитетсенче администраци пуҫлăхĕн советникĕ – ҫĕнĕ должноҫ туса хунӑ.   Ҫак хыпара та пĕлтернĕ Пуҫлăх.

«Вăхăтра тĕрĕс йышăну туса хăварни аван.  Ҫамрăксен политикине аталантарасси, ачасене тĕрĕс воспитани парасси, кăмăл-туйăма, ăс-хакăл тĕнчине пуянлатма вĕрентсе пырасси патшалăхшăн ҫав тери пĕлтерĕшлĕ ыйтусем пулса тăраҫҫĕ.  Хальхи пурнăҫра ҫамрăксене тĕрĕс ҫул ҫине тăратасси – тĕп тĕллевсенчен пĕри тесен те йăнăш мар пулĕ.  Ҫĕнĕ уйрăм структура ĕҫне пуҫарса яни – патшалăх приоритечĕ, вӑл РФ Президенчĕ, Чăваш Ен ертӳлĕхĕ палăртнă  тĕллевсене пурнăҫа кĕртме витĕм кӳрет. Ҫитĕнекен ăрăва Тăван ҫĕршыва хисеплеме, уншăн таса чунпа, яваплăха туйса тăрăшса ĕҫлеме, мĕн пуррине упрама пулăшать», – тесе палăртнă Чăваш Енре 2000–2004-мĕш ҫулсенче Ҫамрăксен патшалăх комитечĕн председателĕ пулса ĕҫленĕ Евгений Петров.    

«2004 ҫулсенче Ҫамрăксен патшалăх комитечĕн функцийĕсене пĕтĕмпех Чăваш Республикин Вĕренӳ министерствине панă пулнă.  Халĕ вара, 18 ҫул иртнĕ хыҫҫăн, ку ĕҫе ҫĕнĕрен пуҫарса яраҫҫĕ.  Ҫамрăксен политикин аталанăвĕн ҫул-йĕрне  Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн йышăнăвĕ пысăк витĕм кӳрессе шансах тăратпăр.   Эпир хамăр енчен мĕн кирлине пĕтĕмпех туса пама тăрăшăпăр, кирлĕ пулсан хаваспах вĕрентме те хатĕр.  Чăваш Ен Правительствинче ку паллах, ҫамрăксен политикине аталантарссипе йĕркелекен мероприятисен пĕрремĕш утăмĕ тейĕпĕр.  Муниципалитетсенче пысăк тавра курăмлă кадрсем хатĕрлемелле.  Ĕҫсене ҫĕнĕлле пуҫарса ямалла, паянхи пурнăҫ ыйтакан ыйтусене тĕпе хума тăрăшмалла», – тесе сăмаха малалла тăснă  Дмитрий Щепелев, РФ ҫамрăксен политикин сферинче хисепе тивĕҫнĕ ĕҫчен.

Чăваш Республикин СОНКО ресурс центрĕн ертӳҫи Юлия Аланова хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Енре ҫамрăксемпе ĕҫлекен уйрăм ведомство ĕҫне пуҫарса яни тахҫантанпах кĕтнĕ ĕмĕт пулнине палӑртнӑ.  «Вӑл ҫамрăксен политикине аталантарма пулӑшакан хăватлă вăй пулса тăрассине пĕлетпĕр. Раҫҫей шайĕнче ҫамрăксемпе ирттерекен ăмăртусенче те мала тухма аванрах пулĕ, инфратытăм ҫĕнелĕ тата ытти те», – тенĕ вăл. «Республикăри тĕрлĕ обществăлла организацисем «Чăваш Ен ҫамрăкĕсем» программăна йĕркелес ӗҫе хастар хутшăнаса та шанатпăр», – тесе хушса каланă ертӳҫĕ.

Ҫамрăксемпе уҫă калаҫу ирттернĕ май, Чăваш Ен Пуҫлăхĕ ҫитĕнекен ăрăвăн пысăк ҫитĕнĕвĕсемпе чăнласах мăнаҫланнине пĕлтернĕ. Студентсем, ҫамрăк яш-кĕрĕм пĕтĕм тĕнче, Раҫҫей шайĕнче пулакан ăмăртусенче мала тухни пушшех те ĕҫлеме хавхалантарнине асăннă вăл. «Чăваш Ен пуласлăхĕ – ҫамрăксенче, вĕсем яланах хушма вăй-хал кӳреҫҫĕ.  Сирĕн пуҫарулă ĕҫӗрсем региона тата та лайăхрах аталанса пыма пулăшасса та туятпăр.  Пысăк ҫитĕнӳсем тӑвас тесен пурин те пысӑк яваплă пулмалла, тăрăшса вĕренмелле, хамăра шанса панă ĕҫе тӳрĕ кăмăлпа пурнăҫламалла. Ҫамрăксем хамăр тăрăхрах ĕҫлеме юлччăр тесен, пирĕн вĕсем валли паянхи пурнăҫпа килĕшсе тăракан условисем туса пама пултармалла», тенĕ Олег Николаев.

Форумра ҫамрăксем Чăваш Республикин Пуҫлăхне хăйсене кăсăклантаракан ыйтусем ҫинчен пĕлтернĕ. Патшалăх пулăшăвĕсем, ĕҫпе тивĕҫтересси ыйтусем те кун йĕркинчех пулнă.

Ҫамрăксем вĕреннĕ тапхӑрта, пушă вăхăтпа усă курса, ĕҫе вырнаҫма тӑрăшаҫҫӗ.  Аслă курссенче вĕренекен студентсем, енчен те вĕсен пĕлӳ шайĕ пысăк пулсан тӳрех ĕҫе вырнаҫма пултараҫҫĕ.  «Пĕлтĕр авăн уйăхĕнчен пуҫласа пĕтĕмпе 2 800 ҫынна ĕҫпе тивĕҫтернĕ. Студентсем хапăл тусах ĕҫе вырнаҫаҫҫĕ.  Пур-пĕрех кадр ыйтăвĕ ҫивĕч тăрать. Заводсенче специалистсем ҫителĕклĕ пулманни куҫ кĕретех.  Кăҫал ҫулталăк вĕҫленнĕ тĕле тата 1 пине яхăн ҫынна предприятисене вырнаҫтарма тĕллев лартнă», тесе хыпарланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.

Пуласлăхри тĕллевсем пысăк, калăпăр педагог пулма хатӗрленекен студентсен практика ĕҫне тӳлевлĕ тăвасшăн. Студентсем ĕҫлеме хăнăхса пыччăр тесе вĕсене укҫан парса хавхалантарас сĕнĕве ырланă. Ку тĕлĕшпе Чăваш Республикин Вĕренӳ тата ҫамрăксен политикин министерствине ятарлă хушу панă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ. 

Чăваш патшалăх аграри университетĕнче ăс пухакан студентсене хăмла пуласлăхĕ кăсăклантарнă.  Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев хăйĕн сăмахĕнче Раҫҫейре пирĕн республика хăмла лартса ҫитĕнтерессипе малтисен ретĕнче пулнине пĕлтернĕ.  

«Ҫитес икĕ-виҫĕ ҫул хушшинче хăмла лартса ҫитĕнтермелли ҫĕр лаптăкĕсене пысăклатма шутлатпăр.  Кăтартăва вăтамран вунă хут ӳстерме тĕллев лартнă. Аграри университетĕнче хăмла лартса ҫитĕнтерес, наукăпа-тĕпчев ĕҫĕсене йĕркелес тӗллевпе ятарлă центр ĕҫне пуҫарса янă.  Кунта лаборатори пулĕ, инфратытăм ҫирĕпленĕ.  Хăмла сорчĕсене ӳстерме май пулĕ.  Пĕр сăмахпа каласан, пысăк технологисен витĕмлĕхне тĕпе хурса, паянхи пурнăҫ ыйтакан стандартсене пăхăнса ĕҫлесе пуҫарса ярасси тĕп ыйту», тесе палăртнă Олег Николаев

Яланхи пекех, ку хутĕнче те ҫамрăксем спорт  ыйтăвне хускатнă.  Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ сăмаха малалла тăснă май, республикăра спорт инфратытăмĕ хăватлăн вăй илсе пынине каланă. «Кĕҫех Шупашкарта «Атăл» стадион ҫĕнелсе улшăнĕ, ҫулталăк вĕҫĕнче спорта юратакансем унта хапăл тусах ҫӳреме пуҫлĕҫ.  Республика кунĕ тӗлне тепĕр пысăк объект пулĕ. Ҫĕнĕ Шупашкарти спорт комплексне тĕпрен реконструкциленĕ.  Ҫитес ҫул Шупашкарта 9-мĕш спорт шкулĕнче бассейн хута яма палăртнă. Ку тĕлĕшпе те ĕҫсем хастар  пулса пыраҫҫĕ. Кăҫал роллерлӑ йĕлтĕр трассине тума пуҫланă,  хĕллехи спорт тĕсĕсемпе центрта. ҫамрăксем хăйсен ăсталăхне ӳстерĕҫ. Объекта пĕтĕм тĕнче шайĕнчи стандартсене пăхăнса йĕркелеҫҫĕ»,  – тесе  пĕлтернĕ Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ.

Форум ĕҫне республика ертӳҫи пысăка хурса хакланă, ҫакăн евĕр мероприятисем ҫамрăк яш-кĕрĕмпе пĕр чăмăра пухăнма хистенине, пĕр-пĕрин шухăш-кăмăлне тарăнрах пĕлме май анине асăннă. Республикăри чи пысăк предприятисемпе организацисенче тăрăшакансемпе курса калаҫма та меллĕ ҫамрăксене, пысăк тпвра-курăмлă паха специалистсемпе курнăҫма, вĕсен ĕҫ опычĕсемпе тĕплĕнрех паллашма та меллĕ тиенĕ вăл. «Кăҫал аслăклассенче вĕренекен 16 пин ҫамрăк хăйсен профессине суйлĕ. 14 пин ытла ҫамрăк яш-кĕрĕм, аслă шкулсенчен вĕренсе тухакансем ĕҫе вырнаҫĕҫ. Шанатпăр, форум вĕсене тĕрĕс ҫул-йĕр шыраса тупма витĕм кӳрессине», – тесе сăмаха ҫавăрнă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев.         

       

 



20 апреля 2023
10:21
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter