Техника тĕрĕслевçисен уявĕ
Тимĕр утсем ĕçе хатĕр-и? Çак ыйту хуравне çулсеренех патшалăх техника надзорĕн ĕçченĕсем хуравлаççĕ. Хăйсен ĕçĕпе вĕсем ĕнтĕ ял хуçалăх производствине аталанма, пысăк кăтартусемпе палăрма пулăшаççĕ. Чăваш Республикин хăй тĕллĕн ҫӳрекен машинăсен тата ытти техникăн лару-тăрăвне пăхса тăрассипе ĕҫлекен патшалăх инспекцийĕ йĕркеленнĕрĕнпе кăçал 65 çул çитрĕ.
Хăйсен пурнăçне вĕсем хурçă утсăр курма пултараймаççĕ тейĕн. Çавăнпах пĕлтĕрĕшлĕ уява та трактор историйĕн музейĕнче ирттерме суйласа илнĕ. Хальхи йышши тимĕр утăн пахалăхне республика ертӳçи Олег Николаев та хак пачĕ. Техника шанчăклă пулсан ĕçре те ӳсĕмсем тума пулать, ял хуçалăх аталанăвĕн программине те ăнăçлă витĕм кӳме май пур. Çак тĕллевсене пурнăçлас тесе Чăваш Республикин патшалăх техника надзорĕнче туслă йыш тăрăшать.
– Паллах, паянхи уяв ячĕпе пурне те саламласа, ырлă-сывлăх сунса малалла та çавăн пекех хăвăрăн ĕçе юратса тата хастар туса пыма сĕнетĕп. Республикăри патшалăх техника надзорĕн Муркаш тăрăхĕнчи инспекцийĕн пуçлăхĕ Сергей Николаев 1999-мĕш çултанпах çак ĕçре тăрăшать. Лайăх кăтартусемпе палăрнăшăн Чăваш Ен Пуçлахĕ Олег Николаев ăна тав хучĕпе тата сехетпе чысларĕ.
СЕРГЕЙ НИКОЛАЕВ: «Ĕçлесе пыратпăр госуслугипе, чăнах та, вăл йывăртарах пирĕн ялти халăха, анчах, хăнăхса пыратпăр. Çур аки тапхăрĕ яланах пирĕн техникăна хăрушсăрлăх енĕпе çитерсе хатĕрлемелле, эпир хатĕрлеместпĕр, эпир тĕрĕслесе кăларса яраканнисем. Çавăнпа пирĕн яваплăх питĕ пысăкк вăл, пулнă та, пулать та».
Хăй тĕллĕн çӳрекен машинăна е ытти тимĕр ута патшалăх шайĕнче регистрацилемелле-и, техника тĕрĕслевне ирттермелле-и. Чăваш Республикинчи патшалăх техника надзорĕ çулталăкне 25 000 ытла пулăшу кӳрет. Çак служба ĕçĕ Александр Ласкеева ачаранпах çывăх пулнă.
АЛЕКСАНДР ЛАСКЕЕВ: «Ача чухне, колхозра ĕçленĕ чухне, техника курсан хыççăн чупса çӳренĕ, халь техники – кашнийĕнчех. Ларса пăхма та пулать, тытса та пăхма пулать, ача чухне вĕсем рычаглă пулнă, халĕ ларан та, перчаткăсемпех ĕçлеме пулать. Тĕрлĕ çынпа, тĕрлĕ техникăпа тĕл пулатпăр, чăннипе каласан, хамăр пурнăçра, тен, курманнисем те техникăсем килеççĕ халь».
Инспекци ĕçченĕсем тимĕр утсене тĕрĕсленипе çеç çырлахмаççĕ. Вĕсем аттракционсен юсавлăхне те тимлĕхре тытаççĕ. Эппин, ачасемпе çамрăксен, çемьесен канăвĕн хăрушсăрлăхĕ те вĕсенченех килет.