Ҫамрӑксен политикин управленине йĕркелĕç

«Çамрăк ăру – Чăваш Ене малалла аталантаракан тĕп вăй. Пултаруллă яш-кĕрĕмпе хĕр-упраçăн пуян ăс-хакăлĕ тăван таврăлăх ырăлăхне пысăк витĕм кӳме пултарать. Çакăн валли çамрăксене кирлĕ майсем йĕркелесе памалла», – палăртрĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев «Пĕлӳ. Карьера» форумра. Регионта çамрăксен политикин тытăмне улшăнусем кĕртĕç. Çитес вăхăтра унăн çĕнĕ статус пулĕ.

Çамрăксен политики халиччен вĕрентӳ министерствин тытăмĕнче шутланса тăнă. Анчах та унăн ĕçне тивĕçлĕ йĕркелесе пыманни яш-кĕрĕмĕн чăн ыйтăвне, кăсăкланăвне мала кăларма чăрмантарнă. Çакна шута илсе форумра Чăваш Республикин Пуçлăхĕ çумĕнче ĕçлекен çамрăксен политикин управленине йĕркелеме йышăнчĕç. Кун çинчен регион ертӳçи Олег Николаев палăртрĕ. Тĕл пулура вăл студентсен ыйтăвĕсене те хуравларĕ. Анна Михайлова Шупашкарти апатлану технологийĕпе коммерци техникумĕн юлашки курсĕнче вĕренет. Малашлăхра вăл хăйĕн ĕçне пуçарасшăн.

АННА МИХАЙЛОВА: «Ман ыйту ҫине Олег Алексеевич хурав пачĕ. Вӑл мана «Мой бизнеса» кайса килме сĕнчĕ. Вĕсем мана кондитер ĕҫĕпе ҫыхӑннӑ бизнесра пулӑшма пултараççĕ. Халĕ эпĕ унта кайса килме шутлатӑп».

Кăçал «Чăваш Ен çамрăкĕсем» патшалăх программине пурнăçа кĕртме те палăртаççĕ. Унта мероприятисен пуххине те, тĕллевлĕ кăтартусен йĕркине те курма пулĕ. Вăл çамрăксемшĕн «çул картти» евĕрех пулĕ.



НТРК
21 апреля 2023
10:06
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter