Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ хӗрарӑмсен фестивальне хутшӑнакансене саламланӑ

«Пирĕн пурнăҫра хĕрарăмсем пысăк пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнса тӑраҫҫӗ, пире ҫĕнтерӳсем патне ăнтăлма вăй-хăват хушаҫҫӗ. Вĕсем кирек-епле ĕҫе те хастар хутшăнаҫҫĕ, ăна яланах юратса пурнăҫлаҫҫĕ», - тесе каланă Олег Николаев хăйĕн ум сăмахĕнче  хĕрарăмсен канашĕн «Хĕрарăма мухтар» фестивальне хутшăннисене саламланă май.  Мероприяти Ҫĕнĕ Шупашкарта  «Химик» Культура керменĕнче иртнĕ. 

Муниципалитетсем хушшинче пулакан ăмăрту, кăҫалхипе иккĕмĕш хут иртнине каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ сăмаха малалла тăснă май. Ырă йăлана малалла та  тытса пырасчĕ тенĕ вăл.  

Пухăннă мĕнпур ушкăна вăл пĕтĕм кăмăлтан саламласа ăнăҫусем суннă, курма килнисене кăсăклă та илемлĕ уяв кунĕ кĕтнине  каланă.  «Чăваш Ен хĕрарăмĕсем пур ҫӗрте те маттур, вĕсем пултаруллă та, ăс-хакăл тĕнчи пуян, калама ҫук  вĕсем питĕ ăста ҫынсем», - тенĕ вăл. 

Ăмăртăва йĕркелекенсем - Чăваш Енри Хĕрарăмсен союзĕпе республикăри Ашшĕсен канашĕ.  Вĕсене ĕҫре пулăшаканĕсем Шупашкарпа Ҫĕнĕ Шупашкар хула администрацийĕсем тата ҫак асăннă муниципалитетсенчи Хĕрарăмсен канашĕн пайташĕсем.   

Фестивале ку хутĕнче республикăри чи пысăк предприятисенче ӗҫлекен хастар хĕрарăмсем пухăннă. Чăваш Енĕн тĕп хулин командинче «ЧЭАЗ» АО, Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн хулари стоматологи поликлиникинче тăрăшакансем тата «CHUVA» Аграхолдинг ĕҫченĕсем.  Ҫĕнĕ Шупашкар командинче «Химпром» ПАОра тăрăшакансем, «Лента» АОра вăй хуракансем тата вăл муниципалитетри хулан стоматологи поликлиникин  тухтăрĕсем.   

Ăмăрту виҫĕ тапхăрпа иртнӗ. Унта хутшӑнакансен Хĕрарăмсен канашĕ ҫинчен видеопрезентаци, «Лица успешных женщин» дефиле тӑратмалла тата апат-ҫимĕҫ тата пултарулăх конкурсĕсем витĕр тухмалла пулнă.   

Ăстаҫăсене ятарлă жюри пайташĕсем хакланă, вĕсен йышĕнче республикăри паллă предпринимательсем тата ыттисем те. 



21 апреля 2023
09:59
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter