Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Вырӑнти хӑй тытӑмлӑх кунӗ ячӗпе саламлани

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Вырӑнти хӑй тытӑмлӑх кунӗ ячӗпе саламлани

Вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсен хисеплӗ ӗҫченӗсем тата муниципаллӑ служба ветеранӗсем!

Сире Вырӑнти хӑй тытӑмлӑх кунӗ ячӗпе саламлатӑп!

Хуласемпе ялсене аталантарасси, пурӑнма лайӑх хутлӑх туса хурасси – регион тата пӗтӗм ҫӗршыв ырлӑхӗпе тачӑ ҫыхӑннӑ тӗллевсем.

Вырӑнти хӑй тытӑмлӑх институчӗ вырӑнта пурӑнакан халӑхпа пӗрле чи курӑмлӑ, социаллӑ пӗлтерӗшлӗ ыйтусене татса парать. Ҫынсен пуҫарулӑхӗ, вӗсем ҫӗклекен ыйтусем ҫине тимлӗн пӑхни, граждансемпе уҫҫӑн калаҫса тӗрӗс йышӑнусем туни муниципалитет управленийӗн тухӑҫлӑхӗ ҫине тӳрремӗнех витӗм кӳреҫҫӗ, граждансен тӑван тӑрӑх пурнӑҫне хутшӑнас кӑмӑл-туйӑмне ӳстереҫҫӗ.

Эпир муниципалитет округӗсене укҫа-тенкӗпе тивӗҫтерессине ҫулсерен вӑйлатса пыратпӑр, чи лайӑх управлени практикисене ӗҫе кӗртме хавхалантаратпӑр, пуҫаруллӑ бюджет мелӗсене аталантаратпӑр.

Пире халӑхӑн лайӑх пурнӑҫне тивӗҫтерме хӑтлӑ майсем туса хурас енӗпе сирӗнпе пӗрле пурнӑҫа кӗртмелли пуҫарусем кӗтеҫҫӗ. Масштаблӑ наци проекчӗсем, пурӑнмалли хӑтлӑ хутлӑха тата ял территорийӗсене аталантармалли программӑсем муниципалитетсем умӗнче ҫӗнӗ майсем уҫаҫҫӗ.

Пирӗн пӗрлехи пысӑк ӗҫӗмӗрсен кӑтартӑвӗсем ҫынсене палӑрмаллах усӑ кӳрессе шанса тӑратӑп.

Кашни муниципалитета тулӑх пурнӑҫ, вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсенче ӗҫлекенсене – хӑйсен ҫӑмӑл мар, анчах та питӗ пӗлтерӗшлӗ ӗҫӗнче вӑй-хал тата ҫитӗнӳсем сунатӑп!



Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ             Олег Николаев



21 апреля 2023
08:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter