Кану хăрушсăрлăхра иртмелле

Кăçал республикăри 313 кану учрежденийĕ 43 000 ачана йышăнма палăртать. Чăрмавсем пулмалла мар. Хăрушсăрлăх кунта тĕп вырăнта пулмалла. Кун пирки Чăваш Енри террора хирĕç кĕрешекен комиссийĕн тата оперативлă штабăн пĕрле ирттернĕ ларăвĕнче сӳтсе яврĕç.

Лагерьсем ачасене йышăниччен вĕсене тĕплĕн тĕрĕслемелле. Кану учрежденисенчи йĕркесем саккунпа килĕшӳллĕн пулмалла. Хăрушсăрлăхпа тивĕçтерме çителĕксĕр пулсан вĕсене хушмалла терĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев. Инкек сиксе тухсан мĕнле тытмаллине лагерьте ĕçлекенсене тата унта канакансене ăнлантармалла. Вăл шута террор хăрушлăхĕ те кĕрет. Ачасене лагерьсенче уйрăм хурал пĕрлешӳсем сыхлаççĕ. Вĕсене тишкернĕ, пурте тенĕ пекех хăрушсăрлăх паспортне илнĕ.



НТРК
21 апреля 2023
10:10
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter