Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕн обществăлла йышăну пӳлĕмĕнче республика Пуҫлăхĕ Олег Николаев республикăра пурăнакансен ыйтăвĕсем ҫине хурав панă

Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕн обществăлла йышăну пӳлĕмĕнче республика Пуҫлăхĕ Олег Николаев республикăра пурăнакансен ыйтăвĕсем ҫине хурав панă

Чăваш Енре тепĕр пĕр-икĕ ҫултан темиҫе объекта тĕпрен юсав ирттерме плана кĕртнĕ. Пӗвесене, шыв башнисене, автомашина ҫулĕсене хăш-пĕр ФАПсене. 

Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕн обществăлла йышăну пӳлĕмĕнче республика Пуҫлăхĕ Олег Николаев республикăра пурăнакансен ыйтăвĕсем ҫине хурав панă.  

Римма Гурина, районти ветерансен канашĕн председателĕ регион пуҫлăхĕ патне Тăвай районĕнчи плотинана юсассипе ҫыхӑннӑ ыйтупа килнĕ.  

«Проектпа-смета документне хатĕрлесе ҫитернĕ. Объекта тĕпрен юсав ирттерме плана кĕртнĕ. Ĕҫ хутне экспертиза кăларнă.  Проекта 2024 ҫулта пурнăҫа кĕртме палăртнă», – тесе хыпарланă Олег Николаев.

Кунсăр пуҫне тата тĕпĕр плотина та пур Тăвай тăрăхĕнче. Вăтаяль ял ҫывăхĕнчи юхан шыв ҫулсерен вырăнти халăх умне хăрушлăх кăларса тăратать. Ăна тĕпрен юсама 2024 ҫулта палăртнă.  Вăтамран пӗвесене тирпейлеме 50 млн тенкĕ кирлĕ пулĕ.  Кунсăр пуҫне асӑннӑ муниципалитетра гидротехника сооруженийĕсене иккĕшне те тĕпрен юсама проект хатĕрлеме пуҫланă.  Объектсем Ҫĕнҫырма тата Ҫӗнӗ Ишпуҫ ялĕсенче вырнаҫнă. 

«Плотинасем, гидротехника сооруженийĕсем, кĕперсем, шыв башнисем чылай вăхăт хушши юрăхсăра тухса ларнă.  Чăваш Ен Правительстви 2020 ҫултан пуҫласа ку енӗпе ĕҫ-пуҫа ҫирĕп тĕрĕслесе йĕрке кĕртме тытăннă.  Кашни гидротехника сооруженийĕн хăйĕн хуҫи пулмалла.  Ун чухне тин пур ҫĕрте те  йĕрке хуҫаланасси куҫ кĕретех пулĕ.  Халăха хăрушсăрлăхпа тивĕҫтерме те аван пулĕ кун пек ĕҫлесен.  Плотинасене чăнласах та, тумалла, тепĕр тесен вĕсем пĕр ялпа тепĕр яла та ҫыхăнтарса тăраҫҫĕ», – тесе каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев.

Красноармейски муниципаллă округра Ҫĕнял Упи  ялĕнче пурăнакан Инна Николаевăн ыйтăвне хуравланă май, Чăваш Ен Пуҫлăхĕ шыв башнине туса пĕтерес ĕҫе 2023 ҫулта ҫĕртме уйăхĕн 15-мĕшĕ тĕлне вĕҫлеме плана кĕртнине хыпарланă.

 Муркаш районĕнчен килсе ҫитнĕ Григорий Никинин ватăна Мăн Токших ялĕнче автомашина ҫулĕ юрăхсăра тухни канăҫ паман имĕш.

2,2 ҫухрăм тăсăлса выртакан ҫула 2015 ҫулта пуҫланă тесе пĕлтернĕ Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев. Тĕрлĕ сăлтавсене пула, ĕҫ чарăнса ларнă. «Хальхи вăхăтра Чăваш Республикин Транспорт министерстви ыйтăва ҫирĕп тĕрĕслеве илнĕ. Проектпа смета документа тĕпрен улшăнусем кĕртсе хăварнă.  Ĕҫ хутне экспертиза кăларнă. Автомашина ҫулне ҫитес ҫул тума плана кĕртнĕ», – тесе асăннă хăйĕн сăмахĕнче регион Пуҫлăхĕ.

Вăрмар тăрăхĕнче пурăнакансене ФАП ыйтăвĕ канăҫсĕрлетнĕ, Тупах ялĕнче вĕсем медицина учрежденине тума ыйтаҫҫĕ.  Владимир Ванюковăн ыйтăвне хуравланă май, Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев ҫапларах каланă: «Ҫу уйăхĕнче контракта алă пусса йышăнĕҫ.    Ҫулталăк вĕҫĕ тĕлне объекта туса пĕтерме плана кĕртнĕ», – тесе каланă Олег Николаев.     

Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕн министерстви пĕлтернĕ тăрăх, Вăрмар муниципаллă округра ФАПа  Наци проектне тĕпе хурса пурнăҫланать. РФ Президенчĕ хушăвĕпе республикăра 2023 ҫулта 19 ФАП хута кайĕ, вăл шутран Тупах ялĕнче те пулать. 

Канаш округĕнчен Ашшĕсен канашĕн председателĕ Сергей Иванов предприниматель Вырăскас Пикшихри пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан шкул пирки ыйту хускатнă. Нумаях пулмасть объекта тĕпрен юсав ирттернĕ пулнă. Тавралăха тирпей-илем кĕртессипе ĕҫсене йĕркелесе яма пулĕ-ши тесе ыйтнă вăл регион Пуҫлăхĕнчен.  Ҫĕнĕ вĕренӳ ҫулĕ тĕлне пĕтĕмпех шкул тавралла тирпей-илем кĕртсе пĕтерме плана кĕртнĕ тесе хыпарланă. Пĕр сăмахпа каласан, вĕренӳ учрежденийĕн таврашĕнче спорт площадкине, тавралăха ҫутăпа тивĕҫтерме те палăртса хунине асăннă.

«Ӗҫсене ҫу уйăхĕнче тума пуҫлĕҫ. Эсир, ҫав территоринче пурăнатăр. Тата тепĕр тесен Ашшĕсен канашĕн председателĕ. Объектра строительство ĕҫĕсем епле пулса пынине сире те тĕрĕслесе тӑма сĕнетĕп» – тесе каланă Олег Николаев сăмаха пĕтĕмлетнĕ май.

 



21 апреля 2023
08:42
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter