Чăваш Республикин хисеплĕ гражданинĕ Раҫҫей Федерацийĕн чăваш наципе культура автономийĕн ертӳҫи пулса тăрăшать

Чăваш Республикин хисеплĕ гражданинĕ Раҫҫей Федерацийĕн чăваш наципе культура автономийĕн ертӳҫи пулса тăрăшать

Федерацин чăваш наципе культура автономийĕн ертӳҫин ӗҫне ӳлĕмрен Раҫҫей Федерацийĕн Геройĕ, Чăваш Республикинче ҫуралса ӳснĕ Николай Федорович Гаврилов пурнӑҫласа пырӗ.  Кун пек йышăнăва Шупашкарта иртнĕ вуннăмĕш отчетпа суйлав съездĕнче  туса хăварнă.  

Федераци форумне Раҫҫейри тĕрлĕ субъектсенчен чăваш наципе культура автономийĕн делегачĕсем хутшăннă, вĕсем: Пушкăртстан, Тутарстан, Чăваш Республикисенчен, Самара, Оренбург, Пенза, Саратов, Чĕмпĕр, Мускав тата Санкт-Петербург облаҫӗсенчен килсе ҫитнĕ. Тĕл пулура  автономисен 2018-2022-мĕш ҫулсенчи ĕҫ кăтартăвĕсене тишкернĕ.  Уҫă калаҫу вăхăтĕнче хастарсем чăваш чĕлхине упрасси,  халӑх йăли-йĕркипе культурине ламран лама куҫарса пырасси ҫинчен канашланă.  Устав ҫирĕплетнĕ. Раҫҫейри Чăвашсен наципе культура автономийĕн федераци шайĕнчи   ҫĕнĕ йышне суйланă.

 «Эпир истори пĕлтерĕшлĕ пысăк пулăма хутшăнтăмăр,  Федераци автономийĕ хăйĕн кун-ҫулӗнче ҫĕнĕ вӑйпа ĕҫе пуҫлĕ.  Саккунсен пайĕнче те хăш-пĕр улшăнусем пулса иртĕҫ.  Пурнăҫ паянхи ĕҫсене ҫĕнĕлле йĕркелесе пыма ыйтать. Тин ҫеҫ йышăннă Устав ĕҫсене пĕтĕмпех ҫĕнĕлле туса пыма витĕм кӳрĕ.  Федераци автономийĕн ҫĕнĕ йышӗ ĕҫе пуҫӑнма хатĕр, ҫитĕнӳсемпе те палăрма шантарать», – тесе каланă хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев. Аваллăха упраса, малашлăха ĕненсе  кулленех тăрăшса ĕҫлемеллине палăртнă вăл. Манăçнă хăш-пĕр йăла-йĕркене, тумтире çĕнĕрен чĕртсе тӑратас, вĕсене халăх умне кăларас тĕллевпе культура ĕҫченĕсем  тĕрлĕ мероприятисем ирттерни те куҫ кĕретех тесе асăнса хăварнă ертӳҫĕ.

Чăваш Республикин Правительстви  палăртса хунă мĕнпур ҫĕнĕ ĕҫсене хутшăнма хапăл тăвасса каланă Пуҫлăх. 

«Федерацин чăваш наципе культура автономийĕн планĕн тĕп ыйтăвĕ – Раҫҫей Федерацийĕнчи халăх пĕрлĕхне тытса пыма витĕм кӳресси, пĕр-пĕринпе туслăн килĕштерсе пурăнасси, тăрăшса ĕҫлесси. Раҫҫейри тĕрлĕ халăх пĕр-пĕрне хисеплесе, туслă пурăнни питĕ лайăх.  Кун пирки РФ Президенчĕ те час-часах палăртса калать», – тенĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.  «Чăвашсем халăх йышĕпе ыттисем хушшинче пиллĕкмĕш шутланаҫҫĕ. Яланах пĕрле  пулсан, пĕрне-пĕри ырă сунсан, хисеплеме пĕлсен, май пур таран пулăшсан  –  ҫитĕнӳ пулатех. Ҫакӑ ҫĕршывăн, регионăн ят-сумне тата ӳстерет», – тесе сăмаха ҫавăрнă Чăваш Ен Ертӳҫи.   

Республика Правительстви тăван халăхăн пуян культурипе историне, нумай ĕмĕре тăсăлакан йăли-йĕркине тĕпчесе упраса хăварас, регионсенчи йăхташăмăрсен хушшинчи хутшăнусене çирĕплетсе пырас енĕпе нумай ĕç пурнăçлать.

 «Эпир тăван халăхăн хăйне евĕрлĕ культурине, истори еткерлĕхне, тăван чĕлхепе литературӑна аталантарса ламран лама куҫарса пырас, кăмăл-сипет пуянлăхне тӗрӗс-тӗкел упрас   тӗлӗшпе туса пыракан ĕҫĕн  пĕлтерĕшĕ питĕ пысăк», – тенĕ вăл.

2021 ҫулта иртнĕ ҫырав кăтартăвĕсем тăрăх, Раҫҫейре халăх йышĕпе чăвашсем пиллĕкмĕш вырăнта тăраҫҫĕ.  

РФ Патшалăх Думин Финанс рынок ыйтăвĕсемпе ĕҫлекен комитечӗн председателĕ Анатолий Аксаков  кун пек кăтарту шухăша путарать тенĕ.   Мĕн ачаран пĕчĕккисене хамăрăн йăла-йĕркепе культурăна ăша хывса пурăнма вĕрентме тăрăшмаллине палăртнă вăл сăмаха малалла тăснă май.    Чăваш Республикин пуян историйĕпе культури, унăн хăйне евĕрлĕ хăвачĕ кулленех ҫитĕнӳсем патне ăнтăлма, пурнăҫа тата та илемлĕрех туса пыма  хавхалантарни пирки тăтăшах пĕлтерсе пымаллине каланă.

«Эпир аслă халăхăмăрăн ачисем пулнă май, пĕтĕм тĕнче, Раҫҫей аталанăвĕшĕн пысăк тӳпе хывма пултартăмăр. Историне, йăла-йĕркесене яланах ăша хывса пурăннă. Раҫҫейшĕн анчах мар, Совет Союзĕшĕн, Чăваш Еншĕн те пысăк тӳпе хывнă.  Эпир – чăвашсем. Пирĕн яланах хамăр чăваш пулнишĕн мăнаҫланмалла.  Тăван чĕлхене, йăла-йĕркепе культурăна ĕмĕр упрамалла. Ҫитĕнекен ăрăва ăна парса хăварассишĕн ырми-канми тăрăшмалла», – тенĕ Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ.

Чăвашсен политикăри потенциалĕ пысăк, экономикăра, бизнесра ҫитĕнӳсем курăмлă. Апла пулсан, чăваш халăхĕ Чăваш Еншĕн кăна мар, мĕнпур ҫĕршывшăн пĕлтерĕшлĕ пулма пултарасси пирки каланă вăл сăмаха малалла тăснă май.  «Чăваш Ен пурăнма чи лайăх вырăн» ăнлава тĕпе хурса регион лайăх аталанса пытăр тесе пурсăмăрăн та ҫине тăрсах ĕҫлемеллине палăртнă. 

Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Леонид Черкесов хăйĕн сăмахĕнче Федерацин чăваш наципе культура автономийĕ ресурс центрĕ пулса тăмаллине палăртнă. Вăл центрта спортсменсене, предпринимательсене, культура ĕҫчĕнесене пухăнса кирлĕ пек аталанса пыма, пĕр-пĕрин шухăш-кăмăлĕсене тĕпе хурса ҫĕнĕ ĕҫсене йĕркелесе пыма хăтлă условисем туса памаллине палăртнă.   «Ĕҫ-хĕлĕн ҫул-йĕрĕсене анлăлатмалла.  Вĕсене пĕтĕмпех паянхи пурнăҫ ыйтакан  тĕллевсене тĕпе хурса йĕркелемелле.  Интернет ярăмĕнче чăвашлăха вăй илтерсе пыма тăрăшмалла, социаллă сетьсенче кăсăклă контентсем туса пама пĕлмелле», – тесе каланă вăл.   

Раҫҫейре пĕтĕмпе 61 чăваш наци культури пĕрлĕхĕ  шутланать, вĕсенчен 36-шĕ – чăваш наципе культура автономийĕ.  Республика тулашĕнче пĕтĕмпе 300 пин ытла чăваш пурăнать,  ҫакӑ пӗтӗм халăхӑн 35,8 проценчӗ шутланать.  

 Ĕҫе  йĕркелесе пыни Чăваш Енре пурăнакан чăвашсемшĕн кăна мар, ытти регионсенче пурăнакан халăхшăн та питĕ пĕлтерĕшлĕ пуласса палăртса каланă Олег Николаев.

Федерацин чăваш наципе культура автономийĕн тин ҫеҫ суйланă ҫĕнĕ ертӳҫи Николай Гаврилов хăйне ҫакăн пек пысăк ĕҫе ертсе пыма шаннăшăн тав тунă.  Ҫитес тăватă ҫул валли  комплекслă мероприятисен планне пăхса хăварассине  пĕлтернĕ. Чăваш халăхĕн пысăк тавра курăмлăхне шута илсе мероприятисене кăсăклă туса пыма тăрăшассине  каланă.    Ҫитес вӑхӑтри тĕп мероприятисенчен пĕри – Пĕтĕм Раҫҫейри чăвашсен Мускавра иртекен «Акатуй» уявĕ.

«Акатуй» уйрăмах чи пысăк пĕлтерĕшлĕ уяв. Çĕршывăн мĕн пур кĕтесĕнче пурăнакан йăхташсене пĕрле пуçтарать вăл – Крым, Тюмень, Питĕр, Мускав, Тутарстан, Пушкăртстан… 

«Акатуй» уявне кашни ялта, кашни муниципалитет тăрăхĕнче ҫулсеренех ирттереҫҫӗ.   Республикăра асăннă уяв ҫав тери чаплă иртет.  Мускавра иртекен уяв та  мĕнпур чăвашсене пĕр чăмăра пухса, пĕр-пĕринпе калаҫма, савăнма, пĕр-пĕрин ҫитĕнĕвĕшĕн хавхаланса пурăнма витĕм кӳрет уяв.  Уява чи пысăк шайра йĕркелесе ирттермелле. Ку пирĕн тĕп тĕллев пулмалла. Хамăрăн халăх валли уявра савăнма лайӑх майсем туса памалла», – тесе каланă вăл сăмаха ҫавăрса. 

 



24 апреля 2023
09:54
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter