Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн Председателӗ Леонид Черкесов Чӑваш чӗлхи кунӗпе саламлани

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн Председателӗ Леонид Черкесов Чӑваш чӗлхи кунӗпе саламлани

Хаклӑ тӑвансем, ентешӗмсем!

Сире Чӑваш чӗлхи кунӗпе чун-чӗререн саламлатӑп!

Халӑхӑмӑрӑн чи пысӑк уявӗсенчен пӗри паян. Эпир ӑна чӑвашсене ҫӗнӗ ҫырулӑх панӑ Иван Яковлевич Яковлева сума суса вӑл ҫуралнӑ кун паллӑ тӑватпӑр. «Халӑхӑн ӑс-тӑнӗпе унӑн пӗтӗм тӗнче курӑмне тӑван чӗлхе чун парать. Тӑван чӗлхесӗр чӑн-чӑн пӗлӳ ҫук», – тенӗ аслӑ вӗрентекенӗмӗр.   

Халӑхӑн чи хаклӑ мулӗ, пуянлӑхӗ чӑнах та чӗлхере упранать. Вӑл пӗр-пӗринпе калаҫма кӑна мар, авалтан килекен йӑла-йӗркене, мӗнпур еткерлӗхе типтерлӗн сыхлама, ламран лама парса пыма кирлӗ. Ҫак ӗҫ сӑваплӑ та яваплӑ. Ӑна тивӗҫлӗ тӑвас тесен патшалӑх тытӑмӗпе пӗрле кашни ҫыннӑн тӑрӑшмалла. Ачасемпе ҫамрӑксене тӑван чӗлхене хаклама, унӑн асамлӑхне туйма, юратма вӗрентесси уйрӑмах пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Несӗлсем пире пилленӗ чӑваш чӗлхине пулас ӑрусене парнелеме те мехел ҫиттӗрччӗ.

Паянхи уява Чӑваш Енре те, ытти тӑрӑхсенче те анлӑ ирттереҫҫӗ. Вӑл йӑхташсене пӗрлешме, палӑртнӑ тӗллевсене ӑнӑҫлӑ пурнӑҫлама вӑй-хал, хавхалану парать.

Пурне те ҫирӗп сывлӑхпа ырӑ кӑмӑл-туйӑм сунатӑп. Яланах тӑван чӗлхе ҫепӗҫлӗхне те, хӑватне те туйса пурӑнмалла пултӑр!

 

Чӑваш Республикин Патшалӑх

Канашӗн Председателӗ                                                                       Л.И. Черкесов

 

 



25 апреля 2023
08:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter