Чăвашлăха аталанатарасси çинчен

Чăваш Республикин цифра аталанăвĕн информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви чăваш чĕлхине анлă сарас, хальхи технологисемпе усă курас енĕпе тĕллевлĕ ĕçлет. Тĕрлĕ проект пурнăçа кĕрсе пырать. Ун пирки Чăваш Республикин цифра аталанăвĕн министрĕн çумĕ Анна Иванова «Тăван радио» эфирĕнче каласа пачĕ.

Чăваш кĕнеке издательстви кăларакан интерактивлă кăларăмсене малашне QR-кодпа вулама пулать. Вĕсен чăвашла саспа вулаттарма пуçласшăн. Ун пек тусан юмах, сăвă кĕнекисем хитререх илтĕнме, вулаканшăн та ăнланма пуласса шанаççĕ çак проекта йĕркелекенсем. Пархатарлă çак ĕçе массăллă информаци хатĕрĕсенче, театрсенче ĕçлекенсем, çыравçăсем, авторсем хăйсем хутшăнма пултараççĕ. Унсăр пуçне Чăваш Республикин цифра аталанăвĕн информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕн çумĕ Анна Иванова чăвашла тухакан радио тата телекăларăмсен шутне нумайлатасси пирки сăмах пуçарчĕ. Юлашки вăхăтра блогерсем нумайланнине кура вĕсене те тĕрлĕ грантпа хавхалантарма тĕллев лартнă. «Тăван радиора» вăл чăваш чĕлхине вĕрентессипе тата аталантарассипе ирттернĕ стратеги сессийĕ пирки каласа пачĕ. 



НТРК
25 апреля 2023
09:17
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter