Узбекистан Республикинчи Каршипе Ҫӗнӗ Шупашкар тăванлашнă хуласем пулса тӑнӑ

Чăваш Республикин  Пуҫлăхĕ Олег Николаев Узбекистан Республикин Кашкадар облаҫĕн хакимĕпе Муротжон Азимовпа  ĕҫлĕ   тĕлпулу ирттернĕ, уҫă калаҫу Пĕтĕм тӗнчери «Иннопром. Тӗп Ази» курав вăхăтĕнче пулса иртнӗ. Ертӳҫĕсем Ҫĕнĕ Шупашкарпа Карши хули тӑванла хуласем пулса тӑнине палӑртакан килӗшӗве алӑ пусса ҫирӗплетнӗ.

«Килĕшӳ – пĕр-пĕрин хушшинчи ĕҫлĕ ҫыхăнăва ҫирӗплетме пулăшĕ, туслăха тата та лайăхрах аталантарса пыма витĕм кӳрĕ.  Пирĕн пĕрлехи кăсăк проектсем пуласса тата вĕсем  анӑҫлӑн пурнăҫланасса  шанатăп», – палăртнă Олег Николаев хăйĕн сăмахĕнче.

Тӑванла хула статусне илни – инвестици явăҫтарас ĕҫе витĕм кӳрĕ.  Ҫакӑ туристсем валли лайӑх майсем йӗркелени те куҫ кӗрет.

Икĕ енлӗн  ҫирĕплетнĕ Килĕшӳ пĕр-пĕриншĕн кăсăклă та усăллă пулассине палăртнă. 

«Суту-илӳпе экономикăра, промышленноҫпа социаллă сферăра, агропромышленноҫпа машинăсем тăвас ӗҫре  пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕҫлеме калаҫса татăлнă.   Икĕ халăх хушшинчи туслăх ҫирĕпленсе вăй илсе пырасса та пĕлсех тăратпăр», –  тенĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ. 

Сăмах май, Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ пирĕн хуҫалăхсен ĕҫченĕсем Узбекистана севок сухан, ҫĕр улми  ăсатма хатĕр пулнине хыпарланă.  Тепĕр пысăк майсенчен пĕри – Чăваш Енре туса кӑларакан тракторсем. Техника таврашне те экспорта ăсатма май пурри пирки асăннă Пуҫлăх.  Муротжон Азимов  таварсене хапăл тусах йышăнма килĕшнине пĕлтернĕ. 

Уҫă калаҫăва Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – экономика министрĕ Дмитрий Краснов, Чăваш Республикин промышленноҫпа энергетика министрĕ Александр Кондратьев тата Ҫĕнĕ Шупашкар хулин администрацийĕн пуҫлăхĕ Дмитрий Пулатов хутшăннă.   

 



25 апреля 2023
09:01
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter