Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев Узбекистанăн культурăпа туризм министрĕн пĕрремĕш ҫумĕпе Улугбек Азамовпа  ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ, икĕ регион хушшинчи туризма аталантарас  ыйтăва сӳтсе явнă

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев Узбекистанăн культурăпа туризм министрĕн пĕрремĕш ҫумĕпе Улугбек Азамовпа  ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ, икĕ регион хушшинчи туризма аталантарас  ыйтăва  сӳтсе явнă

Ташкентра Пĕтĕм тӗнчери «Иннопром. Тӗп Ази»  промышленноҫ куравĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев Узбекистан Республикин культурăпа туризм министрĕн пĕрремĕш ҫумĕпе Улугбек Азамовпа  ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ, икĕ регион хушшинчи туризма аталантарас  ыйтăва тӗплӗн сӳтсе явнă. 

Чăваш Енпе Узбекистан Республики пĕр-пĕрин хушшинчи ĕҫлĕ ҫыхăнăва вӑйлатасси пирки  калаҫса килĕшнĕ. Ҫитес вăхăтра ятарлă ведомствăсен шайĕнче туризма аталантарассипе ҫыхăннă ыйтăва пăхса тухма палăртса хăварнă, уҫă калаҫусем ирттерессине асăннă. 

«Пирĕн пĕр-пĕрин вăй-хăватне ӳстермелле, медицина туризмне аталантармалла, ҫавна май пĕр-пĕриншĕн усăллă паха проектсене пурнăҫламалла.  Медицинăра тăрăшакансемшĕн ҫĕнĕлĕхсем кĕртмелле. Ун чухне инвестици хывма та аван пуласси куҫ кĕретех пулĕ», - тенĕ  Олег Николаев.

«Сирĕн республика ертӳлĕхĕпе пуҫласа тĕл пулатăп. Пĕрлехи ĕҫсене сӳтсе явас, пуласлăхри ĕҫлĕ ҫыхăнусене тӗплӗнрех пăхса тухас килет», - тесе палăртнă Узбекистан Республикин культурăпа туризм министрĕн пĕрремĕш ҫумĕ Улугбек Азамов.

«Пирĕншӗн халăх пурнӑҫӗ яланах приоритетра.  Калаҫу чи малтан Чăваш Республикине медицина пулăшăвне илме килес текенсем пирки пырать.  Вĕсем валли хăтлă условисем йĕркелесе пама, пысăк технологиллĕ медицина хатĕрĕсемпе тивĕҫтерме  ырми-канми тăрăшма хатĕр.   Пирĕн халăхăн йăли-йĕркипе паллашни те сирĕншĕн усăллă пулĕ», – тесе каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.  

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – экономика министрĕ Дмитрий Краснов хăйĕн сăмахĕнче Узбекистанпа Чăваш Ен хушшинчи ҫыхăнăва ҫирĕплетме май паракан спектр туризм пулассине  палăртсах каланă.



25 апреля 2023
17:11
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter