«Иннопром» курава Денис Мантуров çитрĕ

Чăваш Ен – промышленность ĕçне пурнăçа кĕртессипе малта пырать. Çавна май çулсеренех «Иннопром» курава та республика хутшăнсах тăрать. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пыракан ĕçлĕ ушкăн паян та Ташкентра.

Раҫҫей Федерацийӗн промышленноҫпа суту-илӳ министрĕ Денис Мантуров Чăваш Республикин çитĕнĕвне кăтартакан ятарлӑ стендпа паллашрĕ. Вăл урапаллă çĕнĕ йышши трактора тивӗҫлӗ хакларӗ. Çак тракторсене Раççейĕн промышленноҫпа суту-илӳ министерствин 2.0 СПИК шайӗнче хута ярĕç. Узбекистанра трактор техникин 75 % ҫӗнетмелле. Тимĕр ута юсакан тытăма ку çĕршывра çĕнĕ аталану кĕтет. Çавна май Чăваш Ен Узбекистанпа малашне тата та тачăрах çыхăнса ĕçлеме палăртать. 



НТРК
26 апреля 2023
08:40
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter