Технопарксем Чӑваш Енпе Узбекистан хушшинчи коопераци никӗсӗ пулма пултараҫҫӗ

Технопарксем Чӑваш Енпе Узбекистан хушшинчи коопераци никӗсӗ пулма пултараҫҫӗ

Чăваш Республикинче йĕркеленекен индустри паркĕсемпе технопарксен, тĕрлĕ кластерсен  формачĕсем Узбекистанри партнерсемпе ĕҫлĕ ҫыхăнăва анлӑлатса пырассинче шăпах та вырăнлă пулма пултарасса шанатпăр. 

Кун пирки Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев Иннопром тӳремĕнче  «Промышленноҫ зонисем, технопарксем. Вĕҫекен формат» темăпа ҫавра сĕтел мелĕпе йĕркелесе ирттернĕ уҫă калаҫура хыпарланă.   

«Форумра тĕп Азири ĕҫтешĕмĕрсемпе пĕр-пĕринпе паллашса, ĕҫлĕ ҫыхăнăва ҫирӗплетесси пирки калаҫса килĕшрĕмĕр.  Экспорт инфратытăмне тата  тĕрлĕ халăхсен хушшинчи кооперацине ҫӳлерех палăртнă форматсемпе пуҫарса яни, пурсăмăршăн та тухăҫлă пуласса ĕненетпĕр», – тенĕ республика Пуҫлăхĕ.  Регион Ертӳҫи «Иннопром» тӳремĕнче Чăваш Енпе Узбекистан хушшинче ĕҫлĕ ҫыхăнăва сарас тесе килĕшĕве алă пусса ҫирĕплетни пирки те пĕлтернĕ, пир-авăр таврашне икĕ регион хушшинче анлăрах сарас тесе документа ҫирĕплетнине каланă.  

Кун пек ĕҫсене ытти енӗпе те сарса пыма майсем тупăнассине асăннă вăл. Калăпăр, электротехника кластерĕнче ҫĕнĕлĕхсем чылай, вĕсене те анлăрах сарсан аван тенĕ вăл.   Ҫакнашкал организацисене Узбекистанра уҫсан лайăх пуласса палăртнă Пуҫлăх. 

Чăваш Ен Ертӳҫи сăмаха малалла тăснă май, Раҫҫей Федерацийĕн Минпромторгĕ республикăна пулăшу панине пĕлтернĕ, патшалăхăн тĕрлĕ пулăшăвĕсемпе регионти предприятисем хастар усă курнине асăннă.  «Пулăшу виҫи самай, тепĕр тесен кулленех вăхăтра куҫса пырать, ĕҫсене пĕтĕмпех комплекслă туса пыма май пур. Регионти помышленноҫ пайĕ вăй илсе пыни те куҫ кĕретех», – тенĕ вăл. 

Чăваш Енре индустри паркĕсем иккĕ. Вĕсенчен пĕри – Шупашкарта, тепри  Канашра ТОСЭР  территорийӗнче вырнаҫнă.   Пуласлăхри тĕллевсем пысăк тата та тепĕр икĕ индустри паркĕн ĕҫне  пуҫарса ярасшăн.

 



26 апреля 2023
11:56
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter