Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Раҫҫей Парламентаризмӗн кунӗ ячӗпе саламлани

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Раҫҫей Парламентаризмӗн кунӗ ячӗпе саламлани

 Хисеплӗ туссем!

 Сире Раҫҫей Парламентаризмӗн кунӗ ячӗпе саламлатӑп!

Ҫак уяв ҫӗршыв пурнӑҫӗнче парламентаризм пӗлтерӗшӗ пысӑк пулнине уҫӑмлӑн палӑртма пулӑшать.

Паян саккун кӑларакан власть ҫӗршыв тата регион умӗнче тӑракан тӗп тӗллевсене татса парать. Нормативлӑ право акчӗсем туса хатӗрлес ӗҫе лайӑхлатса пынӑ май, мӗнпур шайри депутатсем общество ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен саккунсене тӗплӗн шутласа тата пур енлӗн тӗрӗслесе йышӑнаҫҫӗ.

Мӗнпур шайри власть органӗсен пӗлсе йӗркеленӗ тухӑҫлӑ ӗҫӗ – Чӑваш Ене ӑнӑҫлӑ аталантармалли, Раҫҫей Президенчӗ Владимир Владимирович Путин пуҫарнӑ наци проекчӗсене туллин пурнӑҫламалли ҫи-рӗп никӗс.

Хӑйӗн суйлавҫисен интересӗсене хӳтӗлесси – кашни депутатӑн тӗллевӗ. Пӗр-пӗринпе малалла та «анлӑ правительство» мелӗпе хутшӑнса, ҫынсен шухӑш-кӑмӑлне шута илсе ӗҫлесе тата вӗсен пултаруллӑ пуҫарулӑхӗ ҫине таянса эпир экономикӑпа социаллӑ пурнӑҫ сферине малашне те йӗркеллӗн аталантарса пырассине, территорисен экономикине инвестицисем хывма хӑтлӑ майсем йӗркелессине, кашни ҫын ырлӑхне тивӗҫтерме пултарассине ҫирӗппӗн шанса тӑ­ратӑп.

Сире сывлӑх, пур тӗрлӗ ырлӑх тата Чӑваш Республикипе Раҫҫей ырлӑхӗшӗн тӑвакан ӗҫӗрте ҫитӗнӳсем сунатӑп!

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                                                                    Олег Николаев



27 апреля 2023
07:31
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter