Электроэнергетика аталанăвĕн стратегине çирĕплетрĕç

Чăваш Енре 2035-мĕш çулччен йĕркеленĕ электроэнергетика аталанăвĕн стратегине çирĕплетрĕç. Ăна 2 тапхăрпа пурнăçлĕç. Ун çинчен тĕплĕнрех Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн ларăвĕнче калаçрĕç. Пухăннисем 24 ыйту пăхса тухрĕç.

Энерги тытăмĕн аталанăвĕ чи малтанах унпа анлă усă куракан муниципалитетсене пырса тивĕ. Вĕсем – Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар, Канаш, Çĕмĕрле, Улатăр хулисем. Стратегийĕн пĕрремĕш тапхăрĕнче энерги комплексĕсене ресурссен кирлĕ калăпăшĕпе тивĕçтересшĕн, унăн тытăмĕсене пĕтĕмĕшле улăштарасшăн. Çак тата ытти ĕçе 2023-2025 çулсенче пурнăçласшăн. Иккĕмĕш тапхăр 2026-мĕш çулта пуçланĕ. Ун чухне вара çĕнĕ пахалăхлă энерги комплексне йĕркелĕç. Ларура çавăн пекех Чăваш Республикин культура министерстви малашне халăх сăмахлăхне, йăли-йĕркисене аталантарас, тĕпчес енĕпе тĕллевлĕн ĕçлесси çинчен палăртрĕç, ку енĕпе çыххăннă саккун проектне йышăнчĕç. 



НТРК
26 апреля 2023
18:33
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter