Пĕтĕм чăваш диктанчĕ - 2023

Чăваш чĕлхи кунне халалласа çулсерен Пĕтĕм чăваш диктантне çырас йăла çирĕпленнĕ темелле. Кăçал хăйсене тĕрĕслес шухăшлисем Шупашкарти 4 лапама çитме пултарчĕç: Чăваш патшалăх университетне, Чăваш патшалăх педагогика университетне, Чăваш наци вулавăшне тата Чăваш Республикин вĕренӳ институтне. Çавăн пекех вĕсем вĕренӳ учрежденийĕсенче те çырма пултарчĕç. Унсăр пуçне аякри ентешĕмĕрсем кĕретсĕр майпа диктант çырса хăйсен ĕçĕсене ярса пачĕç. Вĕренӳ институчĕн 180 çын вырнаçтарма пултаракан аудитори пĕр самантрах тулса ларчĕ. Кашнинех бланк пачĕç. Унта ята, хушамата, е хушма ята çырса пĕлтермелле.

АНАСТАСИЯ СЕРГЕЕВА: «Шпаргалкăсем хатĕрлемен. Хамăн пĕлĕве шпаргалкăсемсĕр тĕрĕслеме шутларăм. Çак акцине 4-мĕш класранпа хутшăнатăп. Хамăн пĕлĕве тĕрĕслеме. Орфографи енчен, çавсене тĕрĕслеме хутшăнатăп».

ВЕРА ПЕТРОВА: «Ку диктант пуçланас умĕн пăшăрханатăп. Эпĕ анчах мар пуль, ыттисем те. Хам çырасшăн, хам ăспа».

СВЕТЛАНА ХРАМОВА: «Пĕтĕм чăваш диктанчĕн сăн-сăпатне кăçал мана туса йышăннă. Уншăн питĕ савăнтăм. Паянхи диктанта Аслă Вĕрентекенĕмĕр Иван Яковлев 175 çул тултарнине тата Вĕрентекенпе ăс паракан çулталăкне, чăваш чĕлхине кунне халласа çыратпăр. Тексчĕпе паллашнă. Чăваш наци радиовне кайса вуланă. Тексчĕ питĕ килĕшрĕ мана». Текст авторне суйлама çăмăлах пулман. Ку енĕпе ятарлă конкурс ирттернĕ.

АННА ЕГОРОВА: «Текст йывăрах мар. Ăна ĕç йĕркелӳ комиссийĕ питĕ тĕплĕ суйласа илчĕ. Конкурса петĕмпе 53 ĕç ярса панăччĕ. Юхма Мишши çырнă хайлавран 1 сыпăкне суйласа илтĕмĕр. Текст çав тери йывăрах мар. Унта орфографипе, пунктуаципе йывăрлăхсем пулма пултараççĕ». Юхма Мишшин «Çутлăх паттăрĕ» хайлавĕ тăрăх хатĕрленĕ тектстра пайăр япала ячĕсем те йышлă пулчĕç.

РЕГИНА КУБАЙКИНА: «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ 2013-мĕш çултанпа иртет. Тĕрĕссипе каласан, эпĕ унта кăçал 1-мĕш хут хутшăнтăм. Тĕрĕссипе каласан, эпĕ ятарласа хатĕрленмен те. Орфографи правилисене пăхса тухаймарăм. Ăнăçлă çыртăм тесе шутлатăп ĕнтĕ. Пурне те сертификатсем параççĕ». Пĕтĕм чăваш диктанчĕ кунпа кăна вĕçленмест. Чи яваплă ĕç пуçланать бланксене тĕрĕслекен комиссин. Вĕсем кашни ĕçе тимлĕ тишкереççĕ. Йăнăшсене кура паллăсем лартаççĕ. «Пиллĕк» илекенсене Чăваш Республикин вĕренӳ институчĕн сайтĕнче кăларма палăртнă. 



НТРК
27 апреля 2023
08:26
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter