Технопарксем çыхăнтарĕç

Узбекистанпа Чăваш Ене технопарксем пĕрлештерĕç. Республикăра индустри паркĕсене, кластерсене йĕркелесси туллин пурнăçланса пырать. Çак мелсемех Узбекистанпа та çыхăнтармалла. Кун пирки Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев «Иннопром» лапамĕнче иртекен çавра сĕтелре каларĕ.

Чăваш Енĕн тата Узбекистанăн пир-авăр пĕрлешевĕсем тачă çыхăнса ĕçлесси пирки килĕшӳ тунă. «Электротехника кластерĕсем та çаплах ĕçлеме пултараççĕ», – палăртрĕ республика ертӳçи. Чăваш Енре икĕ индустри паркĕ. Пĕри Шупашкарта, тепри Канаш хулинче. Республикăра тата икĕ парк йĕркелессипе ĕçлеççĕ. Чăваш Енпе Узбекистан хутшăнусене пур енлĕн лайăхлатаççĕ. Инвестици аталанăвĕн агенстви Раççей-Узбек канашĕпе суту-илӳ, экономика енĕпе ĕçлесси пирки килĕшӳ çирĕплетрĕç. Паха опыта пĕр-пĕринчен вĕренме, ăна усă курма палăртаççĕ. Промышленность, ял хуçалăх, суту-илӳ тата ытти тытăма аталантарма та тĕллевлерĕç ларура. «Иннопром» курав республикăри таварсене Узбекистана сутма майсем нумай туса парать. Унăн тĕп тĕллевĕ – укçа явăçтарасси, услама аталантарасси. 



НТРК
27 апреля 2023
08:36
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter