Тин ҫуралнӑ ачасене парне пуххи хатĕрленĕ
Чӑваш Наци музейӗнче тин ҫуралнӑ ачасем валли хатĕрленĕ парне пуххине пахаларĕç. Ку мероприяти «Чӑваш Енри кашни ача валли тӗрӗллӗ управ» акци шайӗнче иртет. 2023-мĕш çулта çуралнă ачасем чăваш тĕррипе илемлетнĕ, наци колоричӗпе пуянлатнă парне комплектне тивĕçĕç.
– Çĕнĕ кайăк çурални яланах савăнăç кӳрет. 2023 çулта çуралнă ачасем республика Пуçлăхĕсем тăрăшнипе чăваш тĕрриллĕ парнесен хуçисем пулса тăрĕç. Питĕ савăнтарать çакăн пек проект çут тĕнчене килекен паттăра, чăнласах та, тăван тăрăха, тăван чĕлхене юратма вĕрентни. Проекта Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев пуçарнипе йĕркеленĕ. Ăна çитес вăхăтра пурнăçлама пуçлаççĕ ĕнтĕ.
СВЕТЛАНА КАЛИКОВА: «Кăçалхи пĕрремĕш июньрен пуçласа пирĕн Чăваш республикинче çĕнĕ граждансене, çуралакан ачасене республика Пуçлăхĕ пуçарнипе парне пама шутланă. Вăл парне шутне чăваш тĕррипе илемлетнĕ япаласем кĕреççĕ.
Çак парне комплектне мĕн-мĕн кĕртессине Чăваш Енре пурăнакансем хăйсем сасăлав мелĕпе 3 вариантран пĕрне палăртнă. Ыйтăма хутшăнакансен 55% пĕрремĕш парнешĕн пулнă. Унта чăваш тĕрриллĕ утиял çивĕтти, простынь, минтер çивĕтти, тĕрĕллĕ шурă алшăлли, ун çине «Сывлăх, чун илемĕ» тесе çырнă, 18 чăваш юмахĕнчен тăракан кĕнеки, паллах, тата Чăваш Ен Пуçлăхĕн салам çырăвĕ кĕрет. «Çак проект ача-пӑчаллӑ ҫемьесене пулӑшмалли ҫӗнӗ май, – тесе палăртрĕ тĕл пулăва килнĕ Юлия Георгиева.
ЮЛИЯ ГЕОРГИЕВА: «Питĕ савăнатăп çакăн пек проект шутласа кăларнăшăн. Эпĕ 3 ача çуратса 4-мĕш ачана кĕтетĕп. Ачасене çуралнăранпах Чăваш Ене, тăван тăрăха юратма хăнăхтараççĕ.
Чăваш Енри хĕрарăмсен канашĕн ертӳçи Наталья Николаева та ку проектăн пуласлăхĕ пысăк пулнине тата çак проект ачасене пирĕн аваллăхпа çыхăнтарса тăнине палăртрĕ. Телейлӗ ачалӑх ҫулӗнче кашни ача çут тĕнчене килекен çĕнĕ çын наци символикин элеменчӗсемпе парне илни уйрăмах паха. Мĕншĕн тесессĕн чăваш тĕрри вăл илемлĕ çеç мар, унра хӳтĕлев вăйĕ те питĕ нумай.