«Узбекистанри АЭС строительствин ĕҫне Чăваш Ен хутшăнма хатĕр», – тенĕ Олег Николаев

«Иннопром. Тĕп Ази» Пĕтĕм тӗнчери куравра уҫă тĕлпулу ирттернĕ чухне Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев кун пирки ҫӗнӗ хыпарсен «Спутник» агентствине пĕлтернĕ.

  «Атом энергетикин тытăмĕнче ĕҫлеме Чăваш Республикин паха ĕҫ опычĕ пур.  Апла пулсан пирĕн предприятисен ĕҫченĕсем Узбекистанра АЭС строительствин ĕҫне хутшăнма хатĕр.  Вĕсен паха ĕҫ опычĕ ыттисемшĕн чăнласах та тĕслĕх шутӗнче тесен те йăнăшах мар пулĕ, вĕсем хăйсен паха ĕҫ опычĕпе  хамăрăн ҫĕршывра анчах мар, ытти ҫĕршысенче те палăрса тăраҫҫĕ», – тесе каланă хăйĕн  сăмахĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев.

Калăпăр, «ВНИИР» ОАО  Бангладешри атом станцийĕсем валли кирлĕ пек таварсем хатĕрлесе парать. «ЭКРА» наука производствин предприятийĕ  тĕнчери 19 атом станцине хăйӗн пысăк технологиллĕ таварĕсемпе тивĕҫтерет.   Кунсăр пуҫне Чăваш Республикинчи электротехника кластерĕн предприятийĕсем  энергообъектсем валли тĕрлĕ модельсем калăпласа кăлараҫҫĕ, цифра технологийĕсене  пăхăнса таварсен пахалăх шайне ӳстерсе пыраҫҫĕ.   Вĕсен таварĕсене ытти ҫĕршывсенчи предприятисем хапăл тусах йышăнни те куҫ кĕретех.

2030-мĕш ҫул тӗлне Узбекистан электроэнерги туса кӑларассине икĕ хут ӳстерме тĕллев лартнă.  Тĕп проектсенчен пĕри – ҫĕршыври пĕрремĕш атом электростанцие хута ярасси. Ăна «Росатом» патшалăх корпорацийĕпе пĕрле  пурнăҫлаҫҫĕ. Атом энергетикинче Чăваш Енĕн пысăк опыт пуррине палăртнă. Узбекистан предприятийĕсемпе  республика  тачă ҫыхăнса ĕҫлеме хатĕр. «Атом энергетики енӗпе килӗштерсе ӗҫлени Чӑваш Енпе Узбекистан хушшинчи экономика ҫыхӑнӑвӗсене аталантарас ӗҫре пӗлтерӗшлӗ утӑм пулма пултарать», – тесе сăмаха ҫавăрнă республика Пуҫлăхĕ. 



27 апреля 2023
08:58
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter